Шупашкарта „Асам“ кинофестиваль уçăлчĕ

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче  пĕтĕм чăвашсен 3-мĕш «Асам» кинофестивалĕ уçăлчĕ. Кăçал халăха мĕнле фильмсем кăтартаççĕ тата куракансене мĕн çĕнни кĕтет? Тĕплĕнрех Алексей Енейкин сюжетĕнче.

Алексей Енейкин, Никита Углев

«Асам» фестиваль республикăри кино ӳкерекенсене тата культурăпа искусство çыннисене пĕрлештерекен хăватлă пулăм пулса тăчĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ çулран-çул ӳссех пырать. Кино ăсталăхĕнче тăрăшакансем пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашнă май, çĕршыв шайне кăларма тивĕçлĕ фильмсем ӳкерме тăрăшаççĕ. Чăваш киноне аталантарма Республика Пуçлăхĕ те культура министерстви умне çирĕп тĕллев лартнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех Иоаким Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн пуçарса янă ĕçе çĕнĕрен чĕртсе тăратас тата халăха кино тавăрса парас тесе халĕ республикăра сахал мар тăрăшаççĕ.

Кинофестивале кăçал 18 ĕç тăратнă. Пĕлтĕрхинчен 10 фильм сахалрах пулсан та, вĕсем хăйсен пахалăхĕпе уйрăлаççĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ халăх ӳкернĕ конкурсра хутшăнман 12 фильм кăтартаççĕ.

Уява ирттерме Раççей Федерацийĕн халăхсен ĕçĕн агентстви те пулăшать. Çапла, фестивальте çĕнĕлĕх те сахал мар хатĕрленĕ: хăнасене иртнĕ ĕмĕрти чăвашсен кино афишисемпе паллаштарас тĕллевпе ятарлă курав йĕркеленĕ, дизайнерсен пĕрлĕхĕпе хальхи вăхăтри кино плакачĕсене илемлетнĕ.

«Асам» кинофестиваль куракансене харăсах 3 залра пухать. Çамрăксен театрĕнче, Наци библиотекинче тата «Чăвашкино» студийĕпе электронлă документсен архивĕнче çак кунсенче кирек кам та çĕнĕ фильмсемпе тӳлевсĕрех паллашма пултарать.