Республикăра пурăнакансен финанс пĕлĕвне ÿстерме калаçса татăлнă

Çакăн пирки Чăваш Енĕн финанс министерствипе «Финам» инвестици компанийĕ килĕшÿ турĕç. 
 
Леонид Петров, Вероника Павлова, Владимир Синдеев

Юлашки çулсенче çынсене укçа-тенкĕ тытма вĕрентессине сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Тĕрлĕ акципе семинар, онлайн-уроксем ирттереççĕ. Çакăнпа пĕрлех тавракурăма аталантарма пулăшакан  пособисем кăларнă. Вĕсем ачасене те, çитĕннисене те кăсăклă. Кăçал авăн уйăхĕнчен пилотлă проекта хутшăнса 5 шкулта финанс пĕлĕвĕн урокĕсем факультатив шайĕнче иртеççĕ. Вĕренÿ лаптăкĕсем шкулсемпе пĕрлех университетсемпе институтсенче те пулĕç. Унсăр пуçне тавракурăма дистанциллĕ вĕренÿре анлăлатма май пур.