Елчĕкре ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тата штанга йăтакансен турнирĕсем иртрĕç

Елчĕк районĕнче пурнăçран уйрăлнă паллă спортсменсене асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тата штанга йăтакансен уçă турнирĕсем иртрĕç. Йăлана кĕнĕ ăмăртусенче физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков пулса курчĕ.

Алексей Енейкин, Иван Макеев

Кĕрешӳ енĕпе елчĕксем республикăра яланах малтисен йышĕнче пулнă. Халĕ те çаплах. Районта мăнаçлă тымар янă спорт  ăмăртăвĕ кунти чылай çамрăка паттăр пулма хистет. Кĕрешӳ турнирĕсене ачасем кăсăклансах хатĕрленеççĕ.

Хĕрсемпе каччăсем виçĕ ӳсĕмри тĕрлĕ виçе категорине пайланса 5 сехет ытла кĕрешрĕç. 10 ытла медаль пуххине пайларĕç. Ушкăнпа илсен, пĕрремĕш вырăна Елчĕк шкулĕ çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшсем ― кушкăсем, виççĕмĕш вырăна Аслă Елчĕк ушкăнĕ тухрĕ.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче вара штанга çĕклекенсен уçă чемпионачĕ иртрĕ. Ăмăртăва çак ялта çуралса ӳснĕ СССР спорт мастерне, Чăваш республикин темиçе хут чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă Исаак Портнова асăнса 10-мĕш хут ирттерчĕç.

Йывăр атлетикăна илес пулсан, районтан 23 спорт мастерĕ тухнă. Вĕсенчен 9-шĕ шăпах Аслă Пăла Тимешрен. Çамрăк ăру сумлă ентешĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланса çĕнĕ çитĕнӳсем тума талпăнать.

Турнира Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар районĕсенчи тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти 61 штангист хутшăнчĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, малти вырăна каллех елчĕксен ушкăнĕ тухрĕ. Çĕнтерӳçĕсене  дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.