Йĕпреç районĕнче нумай ачаллă çемьене икĕ хутлă çурт туса панă

Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерессине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Йĕпреç районĕнчи Смычка поселокĕнчи Ананьевсем те çак пулăшу телейне туйса курĕç. Кăçал  вĕсем çĕнĕ вырăна пурăнма куçĕç.
 
Оксана Баскакова, Владимир Синдеев
 
Çĕнĕ çурта савăнăçлă лару-тăрура хута ячĕç. Ананьевсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов, вырăнти ертӳçĕсем, ял халăхĕ саламларĕç.  2 хутлă, 5 пӳлĕмлĕ çурта республика программипе 3 уйăхра хăпартнă. Проект хакĕ - 2 миллион та 250 пин тенкĕ.

Ĕçчен те тăрăшуллă мăшăр 5 ача çитĕнтерет. Пысăк çемье 46 тăваткал метрлă лаптăкра пурăннă. Çĕнĕ çурт вĕсемшĕн кермен пек туйăнать.  Кунта халĕ  кашнин валли  уйрăм кĕтес пур. Районта тата нумай ачаллă 13 çемье хваттер черетĕнче тăрать.  

Çуртра йăлтах хатĕр, сĕтел-пукан туянмалли çеç юлнă. 15 сотăй çĕр лаптăкĕ çинче вара тăрăшмалли чылай-ха. Çавăнпа та кил хуçи укçа ĕçлесе илме Мускава тухса кайнă. 

Кил-çурта хăтлăлатса çитерсен, Ананьевсем çĕнĕ çула 2 хутлă керменте кĕтсе илме ĕмĕтленеççĕ.