Чăваш Енре çулсене йĕркене кĕртмелли кăçалхи программа вĕçленнĕ

Чăваш Енре «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» федераци программин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Унпа килĕшӳллĕн Шупашкар агломерацине кĕрекен район-хуласенчи чылай автомобиль çулне çĕнетме пултарнă.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Çулсемпе çурт картишĕсене, тротуарсемпе кану вырăнĕсене хăтлăлатас тĕллевпе Шупашкарта харăсах темиçе программа пурнăçланать. Ырă улшăнусем, паллах, куçа савăнтараççĕ. Çав вăхăтрах ĕçлемелли тата нумай-ха. Çакна пуçлăхсем те лайăх ăнланаççĕ. Чăваш Ен кăçал «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» федерацин тĕллевлĕ программинче хутшăнма пултарнă. Сăмах май, унта çĕршыври 36 регион кăна кĕрейнĕ. Çавăнпа та ку пирĕн республикăшăн пысăк çитĕнӳ пулнине палăртмалла. Ятарлă проектпа килĕшӳллĕн, тĕп хуламăрта çеç 27 адреспа автомобиль çулне юсанă. Çĕнĕлĕхпе водительсем те, çуран çӳрекенсем те кăмăллă.

Ĕç-пуç çăмăллăн пулман. Çĕнĕ Шупашкарта, калăпăр, федераци программи пулăшнипе кăçал транспорт çӳрекен 15 çула 315 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Чи пĕлтерĕшли - Советски урамĕ. Аукцион вăхăтлă ирттернĕ пулсан та, подрядчик çулла туса пĕтермелли ĕçсене иртнĕ кунсенче кăна вĕçлеме пултарнă.

Шупашкарта вара çакăн евĕр пăтăрмахпа çыхăннă ыйтусене вăхăтра татса памашкăн проектăн пĕрлĕхлĕ комиссине йĕркеленĕ.

Унта Раççей халăх фрончĕн хастарĕсем те хутшăннă. Вĕсем хула çыннисемпе тачă çыхăнса ĕçленине пула нумай çĕрте çулсен пахалăхĕ палăрмаллах ӳснĕ.

Ку тĕллевпе халĕ халăх фрончĕ районсенче те çулсем çинчи ĕçсене асăрхаса тăракан комиссисем йĕркелесшĕн.

Патшалăхăн тĕллевлĕ программипе республикăра кăçал пĕтĕмпе Шупашкар агломерацийĕнчи 95 çухрăм çул çĕнетнĕ. Пурĕ пĕр миллиард та 268 миллион тенке тăккаланă.

2018 «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем программăпа» килĕшӳллĕн, Чăваш Енре 140 çухрăм чухлĕ автомобиль çулне çĕнетме палăртнă. Çак ĕçсене тума пĕр миллиард та 460 ытла миллион тенкĕ кирлĕ. Çуррине федераци хыснинчен уйăрмалла.