„Трактор завочĕсен“ пуласлăхĕ пур

Паян Чăваш Енре „Трактор завочĕсем“ концерн йышне кĕрекен предприятисен ĕçне асăрхаса тăракан ушкăн килсе çитнĕ. Вĕсем „Промтрактор“, „Промтрактор – Промлит“ пĕрлешÿсенче тата Агрегат заводĕнче пулса курнă, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă. 
 
Владимир Тимофеев, Светлана Позднякова, Михаил Солин  
 
Çÿреве пĕтĕмлетсе Правительство Çуртĕнче канашлу иртрĕ. Ăна Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Канашлăва, уйрăммăн илсен, „Ростех“ патшалăх корпорацин индустри директорĕ Сергей Абрамов, „Внешэкономбанкăн“ председателĕн çумĕ Петр Золотарев тата „Трактор завочĕсем“ концерн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрлешÿ тĕп директорĕ Альберт Баков хутшăнчĕç. Вĕсем республикăри предприятисен пуласлăхĕ пуррине палăртрĕç. Чи пĕлтерĕшли – производство хăвачĕсене тата ĕç коллективĕсене упраса хăварасси, терĕç. Çак тĕллевпе Раççей тата Чăваш Правительствисенче сахал мар ĕç тунă.