Йĕпреç районĕнчи „Заря“ агрофирмăра кĕске вăхăтра икĕ вите хута янă

Кĕске вăхăтра – курăмлă улшăнусем. Йĕпреç районĕнчи „Заря“ хуçалăхра унчченхи колхозăн юхăннă ферми вырăнĕнче иртнĕ çул 200 пуç вырнаçмалăх вите çĕкленĕччĕ. Нумай пулмасть вара пăру ферми хута ячĕç. Çĕнĕ агрофирмăн ĕçĕ-хĕлĕпе Оксана Баскакова корреспондент кăсăкланчĕ.   
 
Оксана Баскакова, Владимир Синдеев

«Заря» хуçалăх çулталăк каялла кăна йĕркеленнĕ. «46 ĕне çеç пулнă, паянхи куна вара 450 пуç», - тет агрофирма ертÿçи Рафис Айсын. Малтанхи колхоз ферми самай юхăннăран, иртнĕ çул кунта 200 пуç выльăх усрамалăх вите хута янă. Кăçал вара хуçалăхра 100 пуçлăх пăру вити тата пăруламалли пӳлĕм çĕнĕрен тунă. Проект хакĕ - 4 миллион çурă тенкĕ. Çĕнĕ фермăна уçма республикăн Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина хутшăнчĕ. «Çакнашкал объектсен строительстви район аталаннине çирĕплетет. Хуçалăхăн ĕç кăтартăвĕсем республикăрипе танлаштарсан 45-65 процент нумайрах»? -  терĕ ял çыннисене саламланă май министр çумĕ. Хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çĕнĕ объектпа паллашрĕç. Витере çывăхри ялсенче пурăнакансем валли 4 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнисĕр пуçне тĕш-тырă туса илет. Хĕл валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ертӳçĕн ĕмĕчĕсем пысăк.  Çитес çул сенаж хумалли 2 вырăн тата 200 пуç ĕне валли вите тума палăртать.