Республикăри икĕ районта  федераци укçи-тенкипе пĕвесем юсаççĕ

Чăваш Енре федераци программипе пĕвесем юсаççĕ. Кăçал Куславкка тата Патăрьел районĕсенчи юхăннă шыв объекчĕсене йĕркене кĕртеççĕ. Вĕсене çĕнетме укçан ытларах пайне федераци бюджетĕнчен уйăрнă, республика та пулăшать. Программа мĕнле пурнăçланнине Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинче асăрхасах тăраççĕ.

Вероника Павлова, Никита Углев

Кăçал Вăрмар районĕнчи Шăхаль çывăхĕнчи пĕве татăлса кайнă. Çавна май кунти пĕртен пĕр çул ансăрланса сукмак пек çеç юлнă. Çакă ял çыннисен пурнăçне самай йывăрлатнă. Çывăхри 100 гектар çĕр çинче тыр-пул туса илме тавраран çаврăнса çÿренĕ. Ишĕлнĕ пĕве шахтине федераци программипе юсама пулать. Унта хутшăнма вырăнти влаçсен проект хатĕрлемелле. Хальлĕхе çак объектăн хуçи çук, çавăнпа ĕç тапранман-ха. Ку тăрăхра пурăнакансем сиенленнĕ плотина çуркунне пĕтĕмпех юхса каясран шикленеççĕ. Лару-тăрăва тишкернĕ хыççăн, специалистсем хăш-пĕр сĕнÿсем пачĕç.

Кăçал федераци программипе икĕ пĕве юсаççĕ. Пĕри Куславкка тăрăхĕнче вырнаçнă. Шыв шахтине иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче тунă. Унтанпа ăна пĕрре те юсаман.

Пĕвене çĕнетме федераци хыснинчен 7 миллион тенкĕ куçарнă. Республика тепĕр 600 пин тенкĕ уйăрнă. Специалистсем ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕç. Шел пулин те, рабочисем графикрен юлса пыраççĕ, çавăнпа объекта планран каярах йышăнма тивĕ.

Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт çывăхĕнче вара ĕç кал-кал пырать. Кунти пĕвене çак уйăхра туса пĕтерме шантараççĕ. Шыв шахтине юсама 8 миллион тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Енре пурĕ 554 пĕве. Вĕсене, тĕпрен илсен, Совет самани вăхăтĕнче тунă. Çапах та ку объектсен пĕлтерĕшĕ чакман. Çавăнпа республикăра пĕвесене сыхласа хăварма тăрăшаççĕ.