«Радуга» культура центрĕнче паллă çыравçăн сайра тĕл пулакан сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллаштараççĕ

Пĕрремĕш селфи тата тĕрлĕ тĕслĕ сăн ӳкерчĕк. Лев Толстойпа вĕсем мĕнле çыхăннă? Паллă çыравçăн пурнăçĕнчи кăсăклă самантсене «Радуга» культура центрĕнчи çĕнĕ курав уçăмлатать. Вăл Мускаври Лев Толстойăн патшалăх музейĕнчи сăнӳкерчĕксемпе паллаштарать.

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Игорь Ульянов  

Лев Толстоя вăрăм сухаллă тата шурă çӳçлĕ старик пек курма хăнăхнă. Ку сăн ӳкерчĕкре вара вăл 21- ре кăна. Çакă çыравçăн чи малтанхи ӳкĕрчĕкĕсенчен пĕри.Тĕрĕсрех каласан, дагерротипĕ. Вăл вăхăтра пурнăçа сăнламалли анлă сарăлнă мел пулнă. Йодлă кĕмĕл сийлĕ тимĕр пластина çине ӳкерттернĕ. Писатель сăнсем тума питĕ кăмăлланă.

Халь пурте кăмăллакан селфие Раççейре Лев Толстой пĕрремĕш хут 1862 çулта тунă. Акă, Софья Андреевна мăшăрĕ çырса хунă: «Хăйне хăй ӳкернĕ». Паллах, 19-мĕш ĕмĕрти хатĕрсене хальхисемпе танлаштарма май çук. Ун чухнехи фотоаппаратсене икĕ лаша кӳлсе кăна вырăнтан куçарма пултарнă. Курав Лев Толстой пушă вăхăта мĕнле ирттернине те сăнлать. Вăл спортпа туслă пулнă, çуран çÿреме кăмăлланă, 66 çулта вара велосипедпа ярăнма вĕреннĕ.

Лев Николаевич унсăр пуçне тĕрлĕ ал ĕçĕпе кăсăкланнă. Атă-пушмак çĕленĕ. Вĕсене тăванĕсемпе юлташĕсене парнеленĕ. Аслă хĕрĕн упăшки çак парнесене «13-мĕш том» тесе ытарлăн каланă. Лев Толстой çакăнпа питĕ мăнаçланнă, «манăн чи лайăх хайлав», тенĕ.

Ку вара Раççейри пĕрремĕш тĕрлĕ тĕслĕ сăн ӳкерчĕк. Ăна хăй вăхăтĕнче Сергей Прокудин -Горский паллă фотограф тунă. Лев Николаевича вăл уçăлса килнĕ хыççăн ӳкерсе илнĕ. Писатель, сăмах май, кунта 80-ра. «Радуга» пурне те конкурса хутшăнма сĕнет. Унта çĕнтерес тесен, Толстой сăн ÿкерчĕкĕпе селфи тумалла.