21 ноября 2017 16:35   1°   $59.27 €69.67

08.11.2017 18:53

Тĕп хулари баскетбол ушкăнĕ килте хăнасене çĕнтерчĕ

Данире туса кăларнă паркет „Чебоксарские ястребы“ баскетбол ушкăнĕшĕн яка та ăнăçлă пулчĕ. Пăр керменĕнче Раççей чемпионачĕн шучĕпе иртнĕ вăйăра пирĕннисем Екатеринбургри „Уралмаша“  çĕнтерчĕç.
 
Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин    
 
„Чебоксаркие ястребы“ ушкăн тинех баскетболла ятарласа хатĕрленĕ лаптăкра выляма пултарать. Унччен вĕсен ăсталăхне  педагогика университечĕн тата маунтинбайк центрĕн тăвăр спорт залĕсенче туптама тивнĕ. „Чебоксары арена“ пăр керменĕнче иртнĕ пĕлтерĕшлĕ ăмăртура ентешсене хавхалантарма республика тата тĕп хула ертÿçисем килсе çитрĕç. Куракан та йышлă пулчĕ.  Пирĕн команда карçинккана пĕрремĕш мечĕк кĕртме пултарчĕ пулин те, хăнасем те тÿрех парăнасшăн пулмарĕç. Унччен „Уралмаш“ шупашкарсене Раççей Кубокĕнче çĕнтернине палăртмалла. Çапах та пĕчĕк тăхтав хыççăн вăйăра улшăну пулса иртрĕ. Евгений Богдан, Павел Жуканенко тата Вячеслав Ворончихин баскетболистсем тренер сĕнĕвĕсене шута илсе, умлă хыçлă тапăнса вылярĕç, тăхтава 34 : 34 шутпа кайрĕç.

Ун хыççăнхи икĕ тапхăр та пĕр тан вăйпа иртрĕ. Çапах та тĕл пулăвăн юлашки минутĕнче пирĕннисем хастартарах пулчĕç. Сирена янраса кайиччен малтан Евгений Богдан, кайран Павел Жуканенко 3 очколлă мечĕксем персе кĕртрĕç.

Пĕтĕмĕшле вăйă 78:73 шутпа вĕçленчĕ. „Хурчкасен“ çĕнтерĕвĕ пуриншĕн те пысăк парне пулчĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Чăваш Енре баскетбол вăййине çĕнĕ шая çĕклеме пулăшнăшăн Республика пуçлăхне тата правительствине тав турĕ. Шапах вĕсем тăрăшнипе çĕнĕ паркет туянма пултарнă. Эппин, ку лаптăкра малашне те асра юлмалла вăйă пĕрре мар пулĕ.