Халăх фрончĕн хастарĕсем çынсене шывпа тивĕçтермелли объектсенче пулса курчĕç

Шывпа тивĕçтермелли объектсем пур, анчах та вĕсем ĕçлемеççĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн хастарĕсем тата влаç органĕсенче ĕçлекенсем Улатăрпа Шăмăршă районĕсенче пулса курчĕç, çынсем патне паха шыв çитерес ыйтăва тимлĕх уйăрчĕç.
 
Надежда Александрова, Виктор Вавилкин, Владимир Синдеев

Улатăр районĕнчи Кире поселокĕ çывăхĕнче шыв тасатакан станиципе управăш тунă. Кунта 10 çула яхăн  строительство пынă май, федераци бюджетĕнчен сахал мар укçа уйăрнă. Паян вара çак комплекс усăсăр ларать, халăха шывпа тивĕçтермест. Кӳлĕри шыв пăнтăхса тăнăран, ăна ĕçме май çук. Халĕ район администрацийĕн пуçарăвĕпе Саранск хулинчи специалистсем экспертиза тăваççĕ. Ку объект малтанласах тăкаклă пулнă. Ăна тытса тăма çулталăкне 3 миллион ытла тенкĕ кирлĕ. Çавăнпа та вырăнти влаçсем Раççей правительствинчен пулăшу ыйтас тĕллевлĕ.

Шăмăршă районĕнчи шыв управăшĕ пекки Раççейре те тепĕр пĕрре кăна. Кунти станци талăкне 19 пин кубла метр шыв тасатма пултарать. Проект хакĕ 2 миллиард ытла тенкĕ. Анчах вăл халĕ те кирлĕ пек ĕçлемест. Çапах та 15 тĕрлĕ çурта пĕрлештерекен комплексра пурнăç чарăнман -ха. Пӳлĕмсенче сивĕ çанталăкра 12 градус ăшăран кая мар температура тытса тăмалла. Унсăррăн хаклă оборудовани юрăхсăра тухма пултарать. Объект Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенчи 84 яла ĕçмелли шывпа тивĕçтермелле. Станци туллин  ĕçлесе каясса 61 пин ытла çын кĕтет. Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, халĕ комплекс хăвачĕн 10 проценчĕпе кăна усă кураççĕ. Ĕçсене вĕçлесен те савăнмалли сахал пулать. Чи пĕлтерĕшли - шыв тарифĕ ӳсет. Енчен те Шупашкарта пĕр кубла метр сивĕ шывшăн 17 тенкĕ тӳлемелле пулсан, шăмăршăсен 110 тенкĕрен кая мар кăларса хумалла пулĕ. Темле пулсан та пуçарнă ĕçе вĕçне çитермеллех, пĕтĕмлетрĕç халăх фрончĕн хастарĕсем.