21 ноября 2017 16:35   1°   $59.27 €69.67

07.11.2017 19:14

«Радуга» культура центрĕнче çут çанталака сăнлакан ÿкерчĕксен куравĕ иртет

Гималай тăвĕсем тата шыв сиккисем.  Çак илемпе киленес текенсен инçе каймалла мар.  Шупашкарти «Радуга» культурăпа курав центрĕнче çулçÿревçĕсен тĕнчипе паллаштаракан фотоэкспозици йĕркеленĕ.
 
Вероника Павлова, Владимир Синдеев 

Гималай тăвĕсем хăйсен мăнаçлăхĕпе тÿрех тыткăна илеççĕ. Вĕсен çÿллĕшĕ – 8 пин метр ытла.  Фотохудожникăн пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕк тума нумай вăй хума тивет. Ту çине хăпарма кăна темиçе уйăх кирлĕ. Çул çинче нумай йывăрлăха парăнтармалла.

Исланди, Норвеги, Америкăри тата Африкăри çĕршывсем.  Çут çанталăк илемлĕхĕпе Самарăри фотохудожниксем паллаштараççĕ. Хастарсем ăçта кăна пулса курман пулĕ. Ĕçсен ытларах пайне Юрий Родичев фотограф тунă. Вăл 70 çулта пулин те, тăтăшах тĕрлĕ çÿревре пулать, тавракурăмне ÿстерет. Тĕслĕхрен, Эверест тăвĕн халиччен çын курман енне те ÿкернĕ. Курав ытти тĕлĕнмелле ÿкерчĕксемпе пуян. Нумайăшĕ Ниагара шыв сикки пирки илтнĕ, паллах. Çав вăхăтрах Анхель çинчен нимех те калаймаççĕ. Вăл вара Çĕр çинче чи çÿлли шутланать.

Куравпа уйрăмах шкул ачисене паллашма кăсăклă пулĕ. Вĕсем валли  кунта ятарлă мастер-классем ирттереççĕ. Ачасене турист хăтĕрĕсемпе паллаштараççĕ тата чатăр карма вĕрентеççĕ.  Çут çанталăк илемĕпе паллашас текенсен вара вăхăт пур-ха. Фотокурав раштав уйăхĕн 15-мĕшĕччен ĕçлет.