Шупашкарта çулсене юсамалли программа вĕçленнĕ

Кăçал çак ĕç валли федераци хыснинчен 700 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительсем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланă тата ăçта халĕ те юсав пырать? Кун пирки - пирĕн сюжетра.

Надежда Александрова, Валентина Алексеева, Виктор Степанов 

Нумай водитель Ленин проспекчĕпе Гагарин урамĕ хĕресленекен вырăнпа кунне темиçе хутччен те иртсе каяççĕ. Кунтанах кăнтăр - хĕвеланăç районне обществăлла транспортăн ытларах пайĕ çÿрет, çавăнпа та час-час техника пăкăланса тăрать. Кăçал хула влаçĕсем Тĕп пасар енчен центра каймалли çула анлăлатрĕç. Халĕ тӳрĕ тата сылтăмалла каякансем пĕр-пĕрне чăрмантармаççĕ.

„Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» федераци программипе Шупашкара кăçал 700 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавна май 30 çухрăм çул юсанă, перекрестоксене анлăлатнă, чарăнусене çĕнĕрен тунă. Ĕç пахалăхне Хусанти лаборатори тĕпчет. Специалистсем хăшпĕр çитменлĕхе асăрханă.
Кăлтăксем пулнăран халĕ подрядчикăн хăйĕн ĕçне тӳрлетме тивĕ. Гагарин урамĕнче те строительство вĕçленмен. Çула çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне туса пĕтерме планланă, анчах та коммуникацисем çиелте пулнăран вĕсене куçăрма тивнĕ. Çапах та подрядчик темиçе кунран ĕçе вĕçлеме шантарать.