Шкулсенче финанс пĕлĕвĕн урокĕсем иртеççĕ

Раççейре перекет эрни пырать. Чăваш Ен те çак проекта хастар хутшăнать. Опытлă вĕрентекенсем ку ыйтупа тренингсем, семинарсем тата мастер-классем ирттереççĕ. Финанс пĕлĕвне  Çĕрпӳ районĕнчи Опытнăй шкулĕнчи ачисемпе пĕрле   пирĕн корреспондент Оксана Баскакова та ӳстерчĕ.

Оксана Баскакова, Игорь Ульянов

Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн çĕршывра пурăнакансем финанс ыйтăвне кирлĕ пек тимлĕх уйăрмаççĕ.  Çавна пула инвестицисем сахал тата экономика  аталанмасть. Çынсен финанс пĕлĕвне ӳстерес тĕлĕшпе Раççейре 4-мĕш хут перекет эрни йĕркелеççĕ. Аслă шкулсенчи преподавательсем, банксенчи тата Роспотребнадзорти специалистсем шкулсенче, тĕрлĕ организацире лекцисемпе мастер-классем ирттереççĕ.

Интернет урлă тӳлесси, укçа-тенке перекетлĕ тытасси, çавăн пекех ултавçăсенчен сыхланасси. Çакă тата ытти ыйтăва Опытнăй шкулĕнчи ачасем аслă классенче экономика урокĕнче вĕренеççĕ.

Хăйсен прависене хӳтĕлеме, пенсие шутлама  çитĕннисене те вĕрентеççĕ. Кун пек лекцисене он-лайн мелĕпе те итлеме пулать.

Республикăра пурăнакансем пурлăхпа перекетлĕ усă курма вĕрентекен статьясемпе, çĕнĕ хыпарсемпе «ВАШИ ФИНАНСЫ» сайта кĕрсе паллашма пултараççĕ. Çавăн пекех кунта регионта йĕркеленĕ ĕç-пуç пирки пĕлме пулать. Финанс пĕлĕвне ӳстерекен эрне чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырĕ.