Чăваш Енре Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне паллă турĕç

Республикăри ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем кăçалхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç. Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ савăнăçлă пухăва хăнасем пур районтан та пухăнчĕç.
 
Вероника Павлова, Виктор Степанов
 
Чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри Республика Пуçлăхĕ шайĕнче иртрĕ. Михаил Игнатьев малтанах агропромышленноç комплексĕнче ăнăçлă ĕçлекен предприятисем кăларакан продукци куравĕпе паллашрĕ.  Чăваш аграрисем пурнăç таппинчен юлмаççĕ, кашни çул мĕн те пулин çĕнни кăтартма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрисем упасарри курăкне тăварлама пуçланă. Ăна хамăр тăрăхрах пуçтараççĕ. Кăçал кăна 5 тонна хатĕрленĕ.
 
Михаил Игнатьев  пухăннисене уяв ячĕпе чунтан саламларĕ, хресчен ĕçĕ хăйĕн хаклăхне нихăçан та çухатмĕ, терĕ. 
 
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Йĕпе-сапана пăхмасăр тыр-пул ăнса пулнă. Пĕтĕмпе 650 пин тонна тырă пухнă. Çĕр улми тухăçĕ те савăнтарать – 230 центер гектартан. Министр пахча- çимĕç туса илессипе çине тăмаллине палăртрĕ.  Уявра, йăлана кĕнĕ йĕркепе, чи тăрăшуллисене хисеп хучĕсем тата парнесем парса хавхалантарчĕç. Çавăн пекех хресченсен ĕç-хĕлне çутатассипе тăрăшакансене палăртрĕç. Вĕсен йышĕнче  пирĕн телерадиокомпани те пулчĕ.