21 ноября 2017 16:39   1°   $59.27 €69.67

02.11.2017 19:11

Шупашкарта Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлчĕ

Уяв 36 наципе культура автономине пĕрлештерчĕ. Çурта 9 уйăхра юсаса пĕтернĕ. Халĕ кунта конференцисем, куравсем, концертсем йĕркелеме май пур. Туслăх уявне Республика пуçлăхне Михаил Игнатьева йыхравларĕç.

Оксана Баскакова, Никита Углев

Туслăх çуртне уçни нумай нациллĕ Чăваш Еншĕн, чăннипех те, пĕлтерĕшлĕ. «Ăна Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн хута яратпăр. Республикăра яланах тăнăçлăх хуçаланнă, малашне те пĕр-пĕринпе туслă, ăнланса пурăнмалла пултăр»,- терĕ Михаил Игнатьев. Уява тĕрлĕ наци пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем тата Раççейри халăхсен ассамблейин председателĕ Светлана Смирнова хутшăнчĕç.   

Республикăра 128 наци çынни пурăнать. Чăвашсемсĕр пуçне вырăссем, тутарсем, ирçесем, Атăл тăрăхĕнчи, урăх çĕршывсенчи ытти халăхсем. Вĕсем уява хатĕрленсе хăйсен йăли-йĕркипе паллаштаракан анлă курав йĕркеленĕ. Çавăн пекех хăнасене техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. Кашниех хăйсен нацин чи тутлă çимĕçне хатĕрленĕ.

Çак çуртра малашне тĕрлĕ тĕл пулу, конференци ирттерĕç. „Унччен халăх уявĕсене йĕркелеме Шупашкарта кансĕртерехчĕ, халĕ кунта пурин валли хăтлă кĕтес пур“, - теççĕ уява хутшăнакансем.

Республикăри наци политикин ыйтăвне „çавра сĕтел“ тавра пуçтарăнса сÿтсе яврĕç. Ăна Чăваш Енри халăхсен Ассамблейин председателĕ Лев Кураков ертсе пычĕ. Пухăннисем нацисен хăйнеевĕрлехне упраса хăварма, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва тата аталантарма тĕллев лартрĕç.