Шупашкар районĕнче чиркÿ тăвассипе ăнланмалăх сиксе тухнă

Шупашкар районĕнчи Иккассинче пурăнакансем çĕнĕ чиркÿ лартма шутланă. Анчах та темиçе çул ĕç вырăнтан тапранаймасть. Ялти хăш-пĕр çынсем пулас чиркӳ вырăнĕпе кăмăлсăр. Халăха мĕн тавлаштарать-ха? Тĕплĕнрех ― сюжетра.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Иккассинчи пĕрремĕш чирӳ ял варринче - çак улмуççисен вырăнĕнче ларнă. Кунтах масар пулнă. Юлашки хут унта 1921 çулта шăнса вилнĕ ачасене пытарнă. Кĕлĕ çуртне вара 88 çул каяллах хупнă, клуб уçнă.

Çур ĕмĕр каялла кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман салтаксене асăнса палăк лартнă. Чиркӳ вырăнĕнче вара çĕнĕ культура çурчĕ çĕкленĕ. Масар пулнă çĕрте шкул ачисене валли спорт лаптăкĕ йĕркеленĕ. 30 ытла çул каялла унта  вăрçăра пуç хунă çынсен ячĕпе 84 улмуççи лартнă, аллея йĕркеленĕ.

Халĕ çакăнта çĕнĕ чиркӳ тăваççĕ тенине илтсен, ялти хăш-пĕр çынсем пăшăрханса ӳкнĕ.

Чăннипе вара чиркӳ лартас шухăшпа ял халăхĕ 2 çул каяллах пуху ирттернĕ пулнă. Укçа-тенкĕпе пулăшакан та тупăннă. Ун чухнех çуртăн проектне тунă. Халĕ пуху тĕрĕс марпа иртнĕ тесе калакансем те тупăннă.

Иккассинчи пулас чиркӳ вырăнне тахçанах шалчасем çапса палăртнă. Унăн сарлакăшĕ 10, тăршшĕ 23 метр пулмалла. Çак вырăна 2 эрне каялла пачăшкă та  çветит туса кайнă. Анчах та ĕçсене пуçличчен кунти 9 улмуççине касмалла.

Район администрацийĕ йывăçсене касмашкăн ирĕк панă пулсан та, хăш-пĕр çынсем çакăнпа кăмăлсăр пулни халĕ ĕçе чарса тăрать.

Чиркĕве палăка куçармасăрах лартма пулать, иккен. Вĕсен хушши сахалтан та 5 метр тăрса юлать.

Строительствăна çывăх вăхăтра пуçăнма палăртнă. Никĕс чавнă чух тухакан шăмăсене чиркӳ картишĕнчех çĕнĕ шăтăк чавса пытарма шутланă. Касăлакан йывăçсем вырăнне вара çитес çулсенче çĕнĕ аллея йĕркелĕç.