Чăваш Енри автомобилистсен пĕрлешĕвĕ тĕп хулари заправкăсене тĕрĕслерĕ

Кăçал çу уйăхĕнче бензин пахалăхне тĕрĕсленĕччĕ, хальхинче вĕсем топливăна мĕн чухлĕ ярса панине тимлĕх уйăрчĕç.

Леонид Петров, Михаил Солин  

Рейда ахальтен мар пуçарнă. Заправкăсенче бензина туяннинчен сахалрах ярса пани çинчен автомобилистсен пĕрлешĕвне водительсем пĕрре мар пĕлтернĕ. Çавсене шута илсе çула тухнă та обществăлла хастарсем. Пĕрремĕш чарăну Ленинла Комсомол урамĕнчи станцире пулчĕ. Анчах та кăлăхах. Заправкăра ĕçлекенсем бензин калăпăшне виçтермерĕç, çакна тума ирĕк паракан документ ыйтрĕç. Çитменнине йĕрке хуралçисене чĕнсе илчĕç. Саккун тăрăх  вара кашни çын хăйне улталанипе улталаманнине тĕрĕслеттерме пултарать. Çакăн валли станцисенче ятарлă савăтсем пур. Президент бульварĕпе вырнаçнă заправкăра та кĕтмен хăнасене хапăл тумарĕç. Станци çум урамĕнче вара тĕрĕслев лăпкă иртрĕ. Ытларах усă куракан АИ-92 бензина тимлĕх уйăрчĕç. Кĕрхи вăхăтра 10 литр пуçне 50 миллилитр çитменни норма шутланать. Стандарт тăрăх вара колонкăсен топливăна сивве-ăшша пăхмасăр кирлĕ чухлĕ ямалла, палăртрĕ пĕрлешÿ ертÿçи Максим Забалуев. Ку станцире вăл нормăран 50 миллилитр ытларах та пулчĕ. Тепĕр заправкăра  тĕрĕслеве водительсене явăçтарчĕç. Вĕсем хăйсем туяннă  бензина виçтерчĕç.

Рейд вăхăтĕнче 9 заправкăра пулчĕç. Бензин ярса çитерменнине пĕринче тупса палăртрĕç. Тĕрлĕ çитменлĕх тата пулчĕ: топливо цистерни электропралук айĕнче вырнаçни, парковкăпа юнашар газ пички ларни тата ытти те. Автомобилистсен пĕрлешĕвĕ ку фактсем пирки яваплă органсене пĕлтерĕ.