Сут приставĕсем професси уявĕ тĕлне ыркăмăллăх акцийĕ ирттерчĕç

Паян – сут приставĕсен професси уявĕ. Чăваш Енре ăна ыркăмăллăх акцийĕ ирттерсе паллă тунă: ушкăнпа юн панă. Донорсене Шупашкарта тата Канашра йышăннă. Республикăри чукун çулăн тĕп хулине, сăмахран, приставсем Патăрьел, Комсомольски тата Тăвай районĕсенчен килсе çитнĕ.

Вероника Павлова, Лидия Галактионова, Владимир Синдеев

Юн парас кăмăллисем йышлă пуçтарăнчĕç. Сут приставĕсенчен нумайăшĕ çак ыркăмăллăх акцине пĕрре мар хутшăнаççĕ. Хăшĕ-пĕри 20–мĕш хут юн парать.

Тăтăшах юн паракансене ятарлă электронлă списока кĕртеççĕ. Донор пулас текенсемпе малтан калаçу ирттереççĕ, унтан гемоглобин шайне тата юн пусăмне виçеççĕ. Çакна хăвăрт тума хальхи медицина хатĕрĕсем пулăшаççĕ. Сывлăха тĕрĕсленĕ хыççăн çеç юн илеççĕ. Харăсах 4 донора йышăнаççĕ.

Юна ятарлă контейнерсене пухаççĕ. Пĕрне – 450 мл кĕрет. Çак хаклă шĕвек камăн та пулин пурнăçне çăлса хăварма пулăшĕ. Акци пĕлтерĕшне суд приставĕнче ĕçлекенсем лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та тăтăшах хутшăнма тăрăшаççĕ.

Юн панă хыççăн çыннăн лайăх апатланмалла тата канмалла. Донор икĕ кун ĕçе каймасан та пултарать. Сут приставĕнче ĕçлекенсем вара çын пурнăçне çăлма пултарни темĕнле çăмăллăхран та пахарах, теççĕ.