Каçхи клубра пулнă инкекре хуралçăна айăплаççĕ

Тĕп хулари «Космос» каçхи клубра пулнă пăтăрмах тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçре улшăнусем. Следователь ыйтнипе унччен хурал организацийĕнче тăрăшнă çынна ирĕкрен хăтарма йышăннă.   
 
Леонид Петров, Павел Иритков       
 
Аса илтеретпĕр, ку инкек çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче  çурçĕр иртни 2 сехетре пулнă. Клуб фойинче канма килнĕ хăнасемпе хуралçăсем хирĕçсе кайнă. Айăпланакан 35 çулхи арçынна кафель урай çине выртарнă, унтан  çурăмĕнчен чĕркуççипе пусса лартнă. Клуб хăни сывлăш çавăрса илейменнипе вилнĕ. Хурал организацийĕнче ĕçленĕскере халĕ Уголовлă кодексăн икĕ статйипе айăплаççĕ.