Красноармейски районĕнчи хресченсем кĕрхи ĕçсем вĕçленнине уявларĕç

Иртнĕ çултипе танлаштарсан, кĕлетсене 2 пин те 200 тонна ытларах тыр-пул кĕнĕ. Сĕт сăвăмĕ те 30 процент  ÿснĕ. Çак кунсенче Красноармейски районĕнчи хресченсем çулталăка пĕтĕмлетрĕç, кĕрхи ĕçсем вĕçленнине уявларĕç. 

Леонид Петров, Юрий Васильев  

Районти культура керменĕнче иртнĕ уява ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, çĕр ĕçченĕсемпе выльăх ĕрчетекенсем пуçтарăнчĕç. Трак енри аграри тытăмĕнче 320 ытла çын вăй хурать. Вăтам ĕç укçи 17 пин тенкĕпе танлашать. Красноармейскисем патшалăх пулăшăвĕпе хастар усă кураççĕ. Çавăнпа фермерсен шучĕ те ÿссе пырать.

Йĕпе-сапана пăхмасăр тыр-пул ăнса пулнă. Ăна кăçал районта 32 пин тонна пухса кĕртнĕ. Çапах та куккурус вăрăлăх туса илеймен. 500 гектар çинче ÿстернĕ культурăна пĕтĕмпех сенажа тата силоса янă.  

Пухăннисене уявпа Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов саламларĕ. Унăн сăмахĕпе, республикăри хресченсем 729  пин тонна тыр-пул çапса илнĕ. Раççейĕпе вара пурĕ 132 миллион тонна. Кун пекки Совет саманинче те пулман.

Пухура çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки калаçрĕç. Усă курман лаптăксене çулсерен пĕчĕклетсе пыраççĕ пулин те, республикăра тепĕр утмăл пине яхăн гектар çĕр ахаль выртать.  Уявра, йăлана кĕнĕ йĕркепе, ĕçре уйрăмах палăрнисене чысларĕç.  Премисем, дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç.