Хытă сийлĕ çул вырăнне ашса тухайми пылчăк. Куславкка районĕнчи Тĕмшерте пурăнакансем явапсăр строительсене пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Ниçта тĕрĕслĕх тупайман хыççăн вĕсем пирĕн телерадиокомпанине шăнкăравларĕç. Леонид Петров корреспондент çийĕнчех çула тухрĕ.
Леонид Петров, Михаил Солин
Çынсем ахальтен мар хумханаççĕ. Ялсене аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн, Тĕмшерти Тури тата Анат урамсенче 3 çухрăма яхăн чул сарнă çул тумалла пулнă. Çакăн валли хыснаран 18 миллион та 900 пин тенкĕ уйăрнă. Анчах та ĕç тÿрех ăнман. Аукцион выляса илнĕ ДРСУ-5 подряд организацийĕ строительствăна палăртнă вăхăтран пĕр уйăх каярах пуçăннă. Ял хушшинчи çĕрĕн хытă сийне аркатнă, хăйăр сарма тытăннă. Кĕçех ĕç чарăнса ларнă.
Тĕмшерсен халĕ пахча хыçĕсемпе е çурт çумĕсемпе çÿреме тивет. Водительсем машинисемпе килĕсем умне çитеймеççĕ. Çынсемпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх те нуша курать. Хапхасем умĕнчи çĕр куписем урлă каçасси вĕсемшĕн те пысăк чăрмав.
Тĕмшер ялĕ пĕчĕк мар. 238 хуçалăхра 500 ытла çын пурăнать. Шкул, лавкка, медпункт, клуб пур. Анчах та вĕсене çитсе килесси халĕ çăмăл мар.
Тĕмшерсен нуши пирки халĕ республика влаçĕсем те пĕлеççĕ. Ку ыйтăва Чăваш ЕН пуçлăхĕн пресс-конференцинче çĕклерĕмĕр. Вăл лару-тăрăва тĕпчеме, май килнĕ таран пулăшма шантарчĕ.