Çĕнĕ Шупашкарти йĕкĕрешсене хаклă йышши сиплев кирлĕ

«Русфонд» ыр кăмăллăх пĕрлешĕвĕ тата пирĕн телекомпани Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 5 çулти Кирилпа Кристина   Софроновсене пулăшма акци ирттеретĕ Вĕсем шалкăм çапнипе аптраççĕĕ Ырă ĕçе эсир те хутшăнма пултаратăрĕ  Çакна валли 5542 номер çине ДЕТИ сăмах çырса смс ăсатмаллаĕ

Екатерина Фомина

Кирилпа Кристина  йĕкĕрешсем. Ултă уйăхра çуралнăскерсем  çут тĕнчене килсенех пуç мимине юн кайнине, ỹпке шыççине чăтса ирттернĕ. Каярах арçын ачапа хĕр ачан пĕчĕк миме аталанса çитейменни палăрнăĕ Вунă уйăхра вĕсен шалкăм чирĕ пулнине çирĕплетнĕ тухтăрсем. Кирилпа Кристина халĕ пиллĕкреĕ Унччен вĕсене тĕрлĕ меслетпе сипленĕ пулин те лайăхланни сисĕнмерĕ, каласа парать Кирилл амăшĕ Татьяна Софронова. Çавах  çемье алă усмасть, тухтăрсем те шанăç пур, теççĕ. «Русфонд» пулăшнипе Мускаври медицина технологийĕсен институтĕнче сипленнĕ хыççăн Кристинан, сăмахран, куçĕ лайăхрах курма пуçланă, калаçма та пултарать. Кирилăн та улшăнусем пур, хусканăвĕсем çирĕпленнĕ. Мускаври больницăра ачасене тепĕр хут йышăнма хатĕр.    Кашнине сиплеме  199 пин те 430 тенкĕ кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕн ун чухлĕ укçа-тенкĕ çук.  

«Коммерсант» хаçат  тата Русфонд сайт вулаканĕсем  169 пин те 430 тенкĕ пуçтарса парĕç. Тепĕр 60 пин тенкĕ çитмест. Кирилпа Кристинана пулăшас  тесен 5542 номер çине «ДЕТИ» сăмах çырса смс ямалла. Унăн хакĕ – 75 тенкĕ. Айфон телефонсем валли хушма программа тухнă – унпа усă курса та укçа куçарма пулать. Хăш-пĕр операторсем смс янине çирĕплетме ыйтаççĕ. Çакна тумасан Софроновсен çемйине пулăшу çитеймĕ.