Спортсменсемшĕн те, куракансемшĕн те уяв

Шупашкарта «Хыпар» хаçат парнисене  çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир пуçланчĕ. Унта спортсменсем 12 регионтан пухăнчĕç.

Надежда Александрова, Владимир Синдеев

Ку пĕлтерĕшлĕ турнира 1983 çултанпа йĕркелеççĕ.  Ун чухнехи «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн парнисемшĕн ăмăрту ирттересси Петр Сидоров журналист пуçарăвĕ пулнă.

34 çул пĕр сиктермесĕр йĕркелет ăмăртăва редакци коллективĕ. Çак тапхăрта спортсменсен темиçе ăрăвĕ çитĕннĕ. Кăçалхи турнирăн уйрăмлăхĕ атлетсене пушшех те илĕртнĕ.

Ăмăрту 3 куна пырать. Турнира пурте лайăх хатĕрленнĕ. Кашни спортсменăн тĕллевĕсем пысăк. Тупăшакансен ăсталăх шайĕ расна. Турнира хутшăнакансем хушшинче çамрăксем те, опытлисем те пур. Тĕнче класлă спорт мастерĕ Алексей Иванов республикăри пĕр ăмăртăва та сиктермест. Арçынсемпе танах хĕрсем те хĕрӳ тупăшрĕç. Елена Бушуева ял хуçалăх академийĕнче  пĕрремĕш курсра  вĕренет. Кире пуканĕ йăтассипе вăл авăн уйăхĕнче кăна кăсăкланма пуçланă. Апла пулин те тренер ăна çак сумлă ăмăртăва хутшăнма шанса панă.  Хăй еплерех тупăшни хĕре килĕшнĕ.

Ăмăрту, яланхи пекех, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене пĕрлештерчĕ. Вăл спортсменсемшĕн те, куракансемшĕн те уяв.