Тĕп юсав программипе республикăри 114 пин çын ырă улшăнусене туйнă

Чăваш Енре кăçал тĕп юсав программипе килĕшӳллĕн 273 нумай хваттерлĕ çурт çĕнетме палăртнă. Паянхи куна 250-шĕнче хĕрÿ ĕç пырать. Пĕлтерĕшлĕ программа мĕнле пурнăçланнине Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура пĕтĕмлетрĕç. Унччен Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти темиçе çурта çитсе курчĕ.

Алексей Енейкин, Виктор Вавилкин, Никита Углев, Виктор Степанов

Шупашкарта кăçал 110 çурта 887 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсамалла. Паянхи куна вуннăшĕнче ĕçсем вĕçленнĕ. Тепĕр 81-шĕнче халĕ строительсем тăрăшаççĕ. Ыттисем вара хăйсен черетне кĕтеççĕ. Мате Залка урамĕнчи 3-мĕш çурта 30 çул каялла лартнă. Хула пуçлăхĕсем ăна халех тĕкĕнме шутламан пулнă. Анчах та кунта пурăнакансем пурте тĕп юсавшăн вăхăтлă тӳлеççĕ. Çавăнпа та çӳлти хутрисем ыйтнине шута илсе, çурт тăррине кăçалах улăштарнă. Харăсах электричество тытăмне те çĕнетнĕ. Пĕтĕмпе 3 миллион ытла тенкĕлĕх юсанă. Хусанкай урамĕнчи 9-мĕш çурта çĕнетме вара икĕ хут ытларах укçа кайнă. Кунта шыв тытăмĕпе канализаци пăрăхĕсене улăштарнă.

Анчах та хăш-пĕр çынсен ăнланманлăхне пула ĕçсем вăхăтра пулса пымаççĕ. Нумайăшĕ ĕçлекенсене хваттерне кĕртесшĕн мар. Çапах та тĕп юсавшăн тӳлекенсен йышĕ ӳссех пырать.

Республика пуçлăхĕ хулари 3 çуртри юсав ĕçĕпе паллашрĕ. Çурт тăрринче те, путвалта та пулчĕ, пурăнакансен шухăшне итлерĕ.

Республикăра нумай хваттерлĕ пÿртсене çĕнетес ĕç мĕнле пулса пыни пирки Правительство çуртĕнче калаçрĕç. Программа вăя кĕнĕренпе юсав фондне 1 миллиард та 937 миллион тенкĕ кĕнĕ. 2 миллион та 353 пин тăваткал метр çурт-йĕр юсанă. Урăхла каласан кашни 5-мĕш çурт çĕнелнĕ. Пĕтĕмпе ырă улшăнусене 114 пин çын туйса илнĕ. Ку вăл ― нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен 15 проценчĕ.

Конкурс ирттернĕ хыççăн перекетленĕ укçа тепĕр 18 çурта юсама кайĕ. Çапла майпа Шупашкарта кăна çитес 5 уйăхра 81 лифт улăштармалла. Çав вăхăтрах хăш-пĕр район-хулара тĕп юсавшăн халăхăн 50 проценчĕ кăна тӳлекенсем те пур. Ку кăтарту уйрăмах Çĕмĕрлере пĕчĕк.