Чăваш Енре пĕрремĕш хут сусăрсем хушшинче професси ăсталăхĕн тупăшăвĕ иртрĕ

Шупашкарта сусăрсем хушшинчи професси ăсталăхĕн „Абилимпикс“ чемпионачĕ иртрĕ. Унта 7 профессипе тупăшрĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çĕвĕçсем тата йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларакансем мĕнле ĕçленине сăнарĕ.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Республика шайĕнче пĕрремĕш хут иртекен чемпионата 5 çĕвĕç хутшăнчĕ. Вĕсем çак профессине 2-мĕш çул вĕренеççĕ. Пурте хăйсен ĕçне юратнине калаççĕ.Татьяна Никифорова Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумне пĕтерсен, çĕвĕçрех тăрăшасшăн. Вăл 7-мĕш класрах çĕвĕ машини умне ларнă. Çавăнтанпа нумай кĕпе-йĕм çĕленĕ.

Чи кăсăкли, Татьяна хайĕн тăванĕпе - Ленапа пĕрле килнĕ. Вĕсем - йĕкĕрешсем. Чемпионата хĕрсене ахальтен мар хутшăнтараççĕ. Вĕренӳ заведенийĕнче вĕсем чи лайăххисем. Конкурсра пурин те пĕр ĕç тумалла. Йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларакансем те пиллĕкĕн тупăшрĕç. Вĕсене ĕçе тума 6 сехет уйăрчĕç. Çак вăхăтра пĕчĕк арча илемлетмелле пулчĕ.

«Абилимпикс» тупăшăва сывлăхĕ хавшак çынсене ытларах тимлĕх уйăрас, вĕсене ĕçе вырнаçма пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çавна май чемпионата ирттерекенсем çак ĕçе тĕрлĕ организаципе предприятие те явăçтарнă. Чăваш Енре çĕнтернисем раштав уйăхĕнче çĕршыври фестивале хутшăнаççĕ.