Канаш районĕнчи Сиккасси шкулĕ никĕсленнĕренпе 170 çул çитрĕ


Сиккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул – Канаш районĕнчи чи ваттисенчен пĕри. Унтан тăван республика ятне çĕкленĕ чылай паллă çын тухнă, çав шутра – Анатолий Миттов художник та. Шкул 1999 çултанпа ун ячĕпе хисепленсе тăрать. Çак кунсенче Сиккассинчи пĕлÿ çурчĕ уçăлнăранпа 170 çул çитнине паллă тăвать. Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă каçа кунтан вĕренсе тухнă сумлă ентешсемпе педагогика ветеранĕсем пуçтарăнчĕç.

Марина Карягина, Владимир Синдеев     

Хăйĕн историне вулăс училищинчен çырма тытăннă Сиккасси шкулĕн çĕнĕ çуртне çур ĕмĕр каялла хăпартса хута янă. Революци хыççăн пуçламăш, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн 1952 çулччен çичĕ çул вĕренмелли пĕлÿ çурчĕ вăрçă вăхăтĕнче  тата 1953 çултан пуçласа паянхи кунччен вăтам пĕлÿ паракан шкул шутланать. Вăл – районти чи аслисен шутĕнче.

Аталану çулĕ çинче темле улшăну та тÿснĕ пулин те, Сиккасси шкулĕ пурнăç уттипе тан ĕлкĕрсе пырать. Сăмахран, „Доступная среда“ программăна кĕрсе, сенсор пÿлĕмĕ уçма пултарнă. Шывсикки, типĕ бассейнпа душ, „çăлтăр çумăрĕ“, массаж мечĕкĕ... – тем те пур кунта.

Уяв хăнисене кĕтсе илме хатĕрленнĕ столовăй та хăтлă. „Пирĕн патра питĕ пултаруллă та тарават поварсем ĕçлеççĕ, çавăнпа кунта яланах ăшă“, - терĕ шкул директорĕ. Тутлă апат пĕçерекенсен тăрăшăвĕ „Республикăри чи лайăх столовăй“ ята тивĕçме те пулăшнă-мĕн.

Шкул ачисен чи пысăк савăнăçĕ – нумай пулмасть туса пĕтернĕ шалти туалет. Кирек мĕнле çанталăкра та урамрине çÿреме тивнĕ те, шалти меллĕхе нимпе танлаштарма çук. Çăвăнмалли пÿлĕм, алă типĕтмелли электрохатĕр пурри мĕне тăрать.

Уяв каçне учительсен хорĕ уçрĕ. Сиккасси ĕмĕртен юрă-кĕвĕпе чаплă, кунти хор çĕршывĕпех паллă пулнă. Унтан Мурзуковсен „Тарават“ ятлă йăх ансамблĕ пултарулăхĕпе кăмăла çĕклерĕ. Пурте пĕлекен Надежда Заводскова та çак шкултан вĕренсе тухнă. Вăл 6-мĕш класра чухнех хора баян каласа юрлаттарнă иккен. Тивĕçлĕ канăва тухнă педагогсем вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн мĕнле йывăрлăха тÿссе пĕлÿ пухнине асилсе каласа пачĕç.