Шупашкарти Лакрей вăрманĕ çывăхĕнче тарăн çырма пулса кайнă

Шупашкарти Лакрей вăрманĕ çумĕнче кунран-кун çĕнĕ çырма тарăнланса пырать. Вăл вара кунта уçăлса çӳрекенсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Тĕплĕнрех Алексей Енейкин каласа кăтартать.

 Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

Çак çырмана «Ярмарка» суту-илӳ комплексĕнчен тата çывăхри предприятирен çумăр шывĕсем юхса килеççĕ. Иртнĕ çулсенче вара çырма хăй пасар патне çывхарма пуçланă. Çĕр ишĕлнине кунта тымарĕпе пĕрлех йăванса кайнă йывăçсем кăтартаççĕ.

Шыв юхмашкăн çĕр айĕпе хурса хăварнă бетон кăшăлсем те пĕрин хыççăн тепри çырмана кайса пыраççĕ. Иртнĕ çулсенче кунта Лакрей паркĕн карти те ишĕлме пуçланă. Юпи те, тимĕр-тăмăрĕ те, пĕтĕмпех çырмана чăмать. Малтан вара çак карта çумĕпе сукмак пулнă.
Ку тăрăхра яланах çырла-кăмпа татакансене тата уçăлса çӳрекенсемпе спортсменсене курма пулать. Çак пысăкланса пыракан çырма вара нумай çыншăн чăрмав пулса тăнă. Кунта ватăсем кăна мар, çамрăксем те асăрханса çӳренине калаççĕ. Çĕнĕ сукмак ăçталла хывмаллине те пĕлместпĕр теççĕ.

Ку тăрăхра пурăнакансем ишĕлекен çырмана йĕркене кĕртес тĕлĕшпе патшалăхăн тĕрлĕ тытăмне сахал мар çыру çырнă. Ятарлă тĕрĕслев хыççăн ĕç вырăнтан хускалнă теме юрать.

Хальлĕхе çырман тăршшĕ те, сарлакăшĕ те анлăлансах пырать. Вĕт-шакăр йывăçпа пĕрлех темиçе ĕмĕр ӳснĕ юмансем те пĕрин хыççăн тепри ӳкеççĕ. Кунтах пасар енчен килекен шыв çулĕ çинчи пусă шăтăкĕсем те уçă выртаççĕ. Унта çынсем чăмас хăрушлăх та пысăк.