Канаш районĕнчи Сиккассинче кадет класĕсем уçăлчĕç

Канаш районĕнче хальччен икĕ шкулта кадет класĕсем пулнă: Янкăлчра тата Ухманра. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вара Сиккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта та икĕ класс çар тумĕ тăхăннă. 5-мĕшпе 6-мĕшĕнче вĕренекенсем тупа туса кадетсен йышне кĕчĕç.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Кадет класĕнче вĕренекен ачасем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ-мĕн: вĕсен явапăх туйăмĕ пысăк, вĕренÿре лайăхрах ĕлкĕрсе пыраççĕ, йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ, пурте спортпа туслă. Çакна тепĕр хут çирĕплетнĕ те Николай Гаврилов Раççей Геройĕн ячĕпе хисепленекен Янкăлч шкулĕнчи тата Ухманри кадетсем. Аслисем Анатолий Миттов ячĕллĕ Сиккасси шкулĕнче вĕренекенсем те кĕтнине тÿрре кăларасса шанаççĕ.  

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ачасене кадетăн мăнаçлă ятне шайра тытса пыма, Канаш тăрăхĕн, Чăваш Енĕн, Раççейĕн тивĕçлĕ ывăл-хĕрĕ пулса çитĕнме халалларĕ. Кашни вĕренекен тупа сăмахĕсене уйрăммăн каласа присяга тытрĕ: шкул Уставне, кадет чысĕн кодексне пăхăнма, вĕрентекенсемпе командирсем ыйтнине пурнăçа кĕртме, Тăван Çĕршывăн шанчăклă хÿтĕлевçи пулма сăмах пачĕç. „Кĕçĕннисене“ („кадет“ тени французларан çапла куçать) сумлă хăнасем те саламларĕç.