Чăваш Енре ялти кинофестиваль иртет

Чăваш Енре 3-мĕш хут ялти кинофестиваль ĕçлеме пуçларĕ. Кăçал вăл «Пирĕн аннесем, пирĕн аттесем» ятпа иртет.

Алексей Енейкин
  
«Чăвашкино» патшалăх киностудийĕпе электронлă документсен архивĕ культура министерствин пуçарăвĕпе çак кунсенче 3 районти 5 культура çуртне çитме палăртнă. Вĕсем Шупашкар, Элĕк тата Йĕпреç тăрăхĕсенчисем. Фестиваль тĕп хуламăр çумĕнчи Çĕньялта уçăлчĕ. Кино курма пухăннă халăх «Мамы» ятлă фильмпа паллашрĕ. Пĕтĕмпе фестивальте республикăн ылтăн фондĕнче упранакан 5 кинокартина кăтартма палăртнă. Пурте атте-аннене тата çемьене хисеплеме вĕрентекен фильмсем.