Сочире Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ уçăлчĕ

Унта 180 çĕршыври 20 пин ытла çын хутшăнать. Чăваш Ен делегацийĕ те форума пысăк йышпа кайнă. Вĕсене хавхалантарма Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пырса çитнĕ.

Оксана Баскакова, Светлана Позднякова


Фестивальте Чăваш ЕН пурнăçĕпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Уйрăммăн илсен, хăнасене телефонсене авăрламалли мечĕк евĕр хатĕрпе паллаштарчĕç. Экспозицине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ, Олимп комитечĕн пуçлăхĕ Александр Жуков тивĕçлипе хакларĕ. Фестивале Чăваш Енрен 125 çын хутшăнать. Унсăр пуçне ĕç-пуçа йĕркелесе пыма республикăран тепĕр 60 волонтер кайнă. Çамрăксем форумра хăйсен проекчĕсемпе паллаштараççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе кăсăкланаççĕ, çĕнĕ юлташсем тупаççĕ.