Красноармейскинче кире пуканĕ йăтакансем тупăшрĕç

Чăваш Енре Раççей спорт мастерĕ тата Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртрĕ.

Алексей Енейкин, Юрий Васильев

Ку ăмăртăва республикăра 2012 çултанпа йĕркелеççĕ. Хальхинче вăл Красноармейски районĕнче пулчĕ. Çапла, турнира ирттерекенсем кире пуканĕн спортне ытларах çынна явăçтарас теççĕ.

Ăмăртусенче Чăваш Енри 17 районти, çавăн пекех Самар облаçĕнчи тата Мордвапа Мари республикисенчи спортсменсем хутшăнчĕç. Сумлă парнесемшĕн хĕрсен 2 тата арçынсен 5 ушкăнĕ тупăшрĕ. Чи асли Шăмăршă районĕнче пурăнакан спорт ветеранĕ, 20 хут тĕнче чемпионĕ Владимир Шуряков пулчĕ. 8-мĕш теçеткене тултаракан вăрçă ачи 12 кило таякан кире пуканне 32 хут çĕклерĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, ăмăртура Елчĕк районĕнчи спортсменсем  мала тухрĕç. Иккĕмĕшсем - канашсем, виççĕмĕш вырăна Йĕпреç район ушкăнĕ тивĕçрĕ. Çĕнтерӳçĕсене турнир медалĕсемпе, кубоксемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Кире пуканĕ йăтакансем тепĕр хут çитес канмалли кунсенче ― хыпар хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен турнирта тĕл пулассине пĕлтерчĕç.