Сĕнтĕрвăрри районĕнчи фермер сыр кăларакан цех хута янă

Çĕр ĕçченĕсене хуçалăха аталантарма, туса илнĕ продукцие вырнаçтарма пулăшас тесе республика ертÿçисем тĕрлĕ май шыраççĕ. Шупашкарта кĕрхи ярмăрккасем йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне халĕ ятарлă суту-илÿ выранĕсем те уçăлнă.

Екатерина Фомина, Наталия Егорова, Никита Углев

Икĕ çул каялла Сергей Лобко çемйипе пĕрле Калуга облаçĕнчен Чăваш Ене куçса килнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2 гектар çĕр илнĕ. Юхăнса кайнă шкул çурчĕ вырăнĕнче сыр кăларакан цех уçнă. Сергей унта хальлĕхе пĕчченех тăрăшать. „Ку ĕç маншăн пач çĕнĕ, Итали технологине тĕпчесе сыр тума хам тĕллĕнех вĕрентĕм“, - каласа парать вăл. Юр-вара хатĕрлесе лавкка сентрисем çине çитерме икĕ эрнерен пуçласа икĕ уйăха яхăн вăхăт иртет. Сергей тĕрлĕ сыр тума ăста, пĕрне аçтăрхан мăйăрĕ, теприне паприка хушса тутине техĕмлетет. Пармезан йышши сыр та кăларма пуçласшăн. Анчах хальлĕхе ăна упрама вырăн çук. Чи пысăк йывăрлăх вара - хатĕр юр-вара вырнаçтарасси. Пысăках мар хуçалăхшăн Шупашкара тухса çÿреме чăрмавлă. Ялта йĕркеллĕ çул та çук.

Çавна май фермерсем валли суту-илÿ вырăнĕсем йĕркелени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен пĕри - „Деревенский дворик“. Ку социаллă проекта ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене пулăшас тесе пуçарнă. Хальлĕхе çакнашкал лавккасем Шупашкарта иккĕ – Çĕнĕ кăнтăр районĕнче тата Радужный микрорайонта.

Çак суту-илÿ лавккипе республикăри 16 фермер килĕштерсе ĕçлет. Патăрьел районĕнчен, сăмахран, лаша ашĕ, Етĕрне тăрăхĕнчен сыр кÿрсе килеççĕ. Çавăн пекех пыл, çăкăр, сĕтрен, аш-какайран хатĕрленĕ юр-вар пур. „Деревенский дворик“ пĕрлешÿ директорĕ Анатолий Константинов каланă тăрăх, фермерпа ĕçлеме килĕшÿ тăвиччен, ун хуçалăхне çитсе производствăна мĕнле йĕркеленипе, технологипе паллашаççĕ. Суту-илÿ çулĕсем уçăлни усламçăсемшĕн тем пекех паха.

Продукцие хуçалăхран тÿрех лавкка сентрисем çине çитерни çăмăллăх кÿрет. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче çăкăр пĕçерекенсем, сăмахран, производствăна анлăлатма пултарнă.

Çитес вăхăтра Чăваш Енĕн суту-илÿпе промышленность палати çумĕнче фермерсен ассоциацине йĕркелеме палăртнă. Унсăр пуçне вĕсене валли çакнашкал суту-илÿ вырăнĕсене Шупашкарта кăна мар, Çĕнĕ Шупашкарта та йĕркелĕç.