Раççейри мĕн пур регионта экономика диктанчĕ иртрĕ

Унта Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Çакнашкал акцине пĕрремĕш хут çĕршыври ирĕклĕ экономика пĕрлĕхĕ пуçарнипе йĕркеленĕ.

Екатерина Фомина, Светлана Позднякова, Вадим Владимиров

Шупашкарта 600 ытла вĕренекен экономика пĕлĕвне тĕрĕслеме кăмăл тунă. Вĕсене хулари 2-мĕш гимназире, 47-мĕш, 48-мĕш, 64-мĕш шкулсенче йышăнчĕç.

Диктант çыракансем валли ятарлă видеоролик хатĕрленĕ. Ачасен ыйтăвăн тупсăмне темиçе хуравран суйласа илмелле. Шкулта парта хушшине ларайманнисем диктанта он-лайн мелĕпе çырма пултарнă.

Çĕршывра иртекен вĕренÿ акцисенчен чи йышли вырăс чĕлхипе çыракан диктант. Унсăр пуçне çитес уйăхра Раççейре пурăнакансем географи пĕлĕвне тĕрĕслĕç. Çавăн пекех хальччен этнографи, акăлчан, истори диктанчĕсене йĕркеленĕ. Экономикăпа вара пĕрремĕш хут иртрĕ. Диктант кăтартăвĕсем чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕччен паллă пулĕç. Вĕсене Ирĕклĕ экономика пĕрлĕхĕн сайтĕнче пичетлĕç. 80 паллăран ытла пухнă шкул ачисемпе студентсем Экономика ăслăлăхĕн пĕтĕм Раççейри фестивалĕн финалне хутшăнма тивĕç пулĕç.