Наци библиотекинче вĕренекенсене тĕн пĕлĕвĕ пама пулăшакан кĕнекене пахаларĕç

Вăл çитĕнекен ăрăва тĕрĕспе пурăнма вĕрентес тесе чунне пама хатĕр. Шупашкарти 29-мĕш шкулта ĕçлекен Юлия Тумаланова ачасене тĕн енĕпе пĕлӳ пама пулăшакан «Аякри ачалăх çути» ятлă кĕнеке çырса кăларнă. Çĕнĕ издание наци библиотекинче пахаларĕç.

Алексей Енейкин, Зинаида Паршагина, Игорь Ульянов

Юлия Тумаланова çур ĕмĕр ытла çитĕнекен ăрăва пĕлӳ парас ĕçре вăй хурать. Шкул программине вĕрентнипе пĕрлех кашни ачан чун хавалĕпе ăс-хакăл пуянлăхне ӳстерме тăрăшать. Çак пархатарлă ĕçе кĕçĕн класранах пуçламаллине калать. 1996-мĕш çулта вăл республикăра пуçласа шкул ачисене православи пĕлĕвне вĕрентме тытăннă. Каярахпа 2-мĕш музыка шкулĕнче çамрăк миссионерсен хорне те йĕркеленĕ. 2006-мĕш çулта вара Юлия Васильевнан вĕренекенĕсем Мускавра иртнĕ «Раççейĕн пултаруллă ачисем» форумра гран-при çĕнсе илнĕ. Педагогика наукисен кандидачĕ час-часах вĕренекенĕсене çĕршыври сăваплă вырăнсем тăрăх та илсе çӳрет.

Унăн класĕнче вĕренекенсем кашни тенĕ пекех пур предметпа та «5» паллă кăна илеççĕ. Пĕр класран харăсах 20 ача отличник пулма пултарни шăпах учителĕн ăсталăх шайĕ те çӳллĕ пулнине çирĕплетет.

Аслă категориллĕ учитель ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарать. Калаçу мелне тата вулавпа çырав хăвăртлăхне ӳстерме пулăшакан ятарлă методика та хатĕрленĕ. Халĕ вара паянхи самана ыйтнине шута илсе «Аякри ачалăх çути» ятпа черетлĕ кĕнеке кăларнă.

Вĕрентекен кĕнекене хăйĕн ачалăхĕнчи пулăмсем пирки калакан тĕрлĕ калавпа пуянлатнă. Турă хушнă пек пурăнни яланах ырă патне илсе çитернине пурте ăнланмалли ансат чĕлхепе çырнă. Пуян иллюстрацисене вара Юлия Васильевнан вĕренекенĕсем хатĕрленĕ.

Çĕнĕ кĕнеке ачасене тĕн урлă тăван çĕршыва юратма вĕрентет. Унти калавсем класс тулашĕнчи вулав урокĕсенче кăна мар, вĕренӳ программинче те усăллă пулмаллине калаççĕ ăна пахалакансем. Юлия Тумаланова вара 70 çулта пулсан та, тивĕçлĕ канăва кайма васкамасть -ха, сăваплă ĕмĕтсемпе пурăнать вăл. Хулари нумай ашшĕ-амăшĕ те ачисене ун класне яма ĕмĕтленеççĕ. Мĕншĕн тесен Юлия Васильевнан вĕренекенĕсем çитĕнсен те Раççейри чи сумлă университетсенче аслă пĕлӳ илеççĕ.