Республикăра нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăм хутса ăшăтмалла тăваççĕ

Иртнĕ 5 çулта республикăри 200 яхăн çурта пĕрлехи ăшă тытăмĕнчен уйрăм хутса ăшăтмалла тунă. Хăшпĕр районсенче пур нумай хваттерлĕ пÿрте те газ кăмакисем лартнă. Çакă меллĕ тата тупăшлă.

Екатерина Фомина, Владимир Тимофеев, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин

Çĕрпÿре пурăнакан Петр Абрамов хваттерĕнчи ăшăпа сивĕне 4-мĕш çул хăйех йĕркелет. Вăл палăртнă тăрăх, Силантьев урамĕнчи 2-мĕш çурта уйрăм хутса ăшăтма сĕнсен, никам та иккĕленсе тăман. Ку вăл тупăшлă пуласси каламасăрах паллă.

Республикăн строительство министрĕн çумĕ Максим Иванов палăртнă тăрăх, çуртсене уйрăм хутса ăшăтмалла тăвасси вырăнти пуçлăхсенчен нумай килет. Çынсене тĕрлĕ хут хатĕрлеме пулăшмалла, газовиксемпе калаçса татăлмалла. Ĕçсене тума хыснаран укçа уйăрма хатĕр. Нумай хваттерлĕ пÿртсенче çурта хутса ăшăтмалли йĕркене улăштарма çăмăл мар. Çакăн валли мĕн пур пурăнаканăн килĕшĕвĕ кирлĕ.

Куйбышев урамĕнчи 1-мĕш „Б“ çуртра пурăнакан Николай Марушина пионер теме пулать. Инженер-механик хăйĕн хваттерĕнче 2003 çултах автономлă ăшă тытăмĕ тунă. Яваплă службăсенчен ирĕк ыйтса котел вырнаçтарнă. Ăна кура ытти çемьесем те çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнĕ.

Республикипе илсен, çуртсене уйрăм хутса ăшăтмалла тăвассипе Патăрьел районĕнче чи лайăх катарту. Унти пур нумай хваттерлĕ пÿрте те уйрăм газ кăмакисемпе тивĕçтернĕ. Ку енĕпе çавăн пекех Елчĕк тата Канаш районĕсенче тăрăшса ĕçлеççĕ.