Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан хĕрарăм хăйĕн саккунлă çĕнĕ хваттерне илеймест

Çĕнĕ пÿрт вырăнне - хуняма килĕ. Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Алина Самсонова юхăннă çуртсенчен куçармалли федераци программипе илмелли хваттер хуçи пулаймасть. Тĕрлĕ инстанцире тĕрĕслĕх тупайман хыççăн, вăл хăйĕн нуши пирки пирĕн телерадиокомпанине пĕлтерчĕ. Кăткăс лару-тăрăва Леонид Петров корреспондент вырăна çитсе уçăмлатма тăрăшрĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Çак вырăнта унччен Лазо урамĕнчи 65-мĕш çурт пулнă. Унта 29 çемье пурăннă. Юхăннă çуртсенчен куçармалли федераци программипе килĕшÿллĕн 2015 çулта çакăнта пурăнакансене хăтлă хваттерсем панă. Анчах та пĕр çынна вăл тивĕçтермен. Алина Константиновна халĕ те хăйне валли кĕтес тупайман.

Тахçан кунта пурнăç вĕресе тăни çинчен халĕ çуртăн никĕсĕ тата унта та кунта йăваланса выртакан ăпăр-тапăр кăна аса илтерет. Алина Самсонова ку адреспа 1996 çултан, учительте ĕçлеме пуçласан, пурăнма тытăннă. Пÿлĕмпе муниципалитет тивĕçтернĕ. Вĕрентекен халĕ те унчченхи 24-мĕш хваттерĕн хуçи пулнине паспортри пичечĕ çирĕплетет. Çурта 20-мĕш ĕмĕр варринче хăпартнă. 2011 çулта ăна юхăннă тесе йышăннă. Федераци программипе Ломоносов урамĕнче çĕнĕ çурт хăпартсан, хула администрацийĕ Алина Самсонована унти 15-мĕш хваттере куçма сĕннĕ. Анчах та вăл питĕ пĕчĕк пулнă. Хĕрарăм унта куçма килĕшмен. Хула администрацийĕ ăна сут урлă куçарма хăтланнă, анчах та ĕç ăнман. Çурт-йĕр нормисене пăснăран, саккун Алина Самсонова майлă пулнă. Сут хĕрарăма çителĕклĕ тăваткал метрсем уйăрмалли çинчен йышăну тунă. Çавăн хыççăн тепĕр хваттер сĕннĕ. Çапах вăл та чуна кайман. Мĕншĕн ку хутĕнчен те килĕшменнине пĕлес тесе эпир Алина Самсоновапа Лазо урамĕнчи 82-мĕш çурта çул тытрăмăр. Кунта пурăнакансен те нуши çителĕклĕ, иккен. Кивелнĕ çуртра шыв пăрăхĕсем юхаççĕ, çынсене çавăн пекех канализаци ыйтăвĕ канăç памасть. 311-мĕш хваттере кĕрсен вара унта пурăнмалли майсем пулманни тÿрех курăнчĕ.

Хальлĕхе хĕрарăм çемйипе хунямăшĕ патĕнче тĕпленнĕ. Вĕсене уйрăм кĕтес уйăрма хулара пушă хваттер пулманни чарса тăрать. Çавăнпа сут йышăнăвне хăçан пурнăçласси хальлĕхе паллă мар. Алина Самсонован çурт-йĕр ыйтăвне уçăмлатассипе Сĕнтĕрвăрри тата район влаçĕсем пĕрле шухăшлама шантарчĕç.