Шупашкарти «Кукшумка» пĕрлешÿ çавра çулне çитĕнÿсемпе кĕтсе илет

«Кукшумка» территорири обществăлла хăйтытăмлăх йĕркеленнĕренпе 10 çул çитрĕ. Нумай хваттерлĕ 18 çурта пĕрлештерекен организаци çак вăхăтра сахал мар усăллă ĕç тунă.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров

Аркадий Гайдар ячĕллĕ библиотекăра кунĕпех çын йышлă. «Кукшумка» территорири обществăлла хăйтытăмлăх шăпах çакăнта вырнаçнă. Ачасем „Лекотека“ кружокне хаваспах çӳреççĕ. Вĕсем выляççĕ, вулама, шутлама вĕренеççĕ. «Черемушка» ушкăнри артистсем те кунтах репетицисем ирттереççĕ.

«Кукшумка» пĕрлешÿн тĕп тĕллевĕ - картишсене тирпей-илем кĕртесси. Паянхи куна ача-пăча вылямалли пур лаптăка çĕнетнĕ. Ырă улшăнусене çынсем курсах тăраççĕ.

Территорири обществăлла хăйтытăмлах кашни çулах ятарлă проектсемпе ĕçлет. Кăçалхине спортпа çыхăнтарнă, сывлăха çирĕплетмелли хăтлă майсем тăвас тесе тăрăшнă. Эрнере пĕр кун скандинави уттипе тренировкăсем пулаççĕ. Вĕсене СССР спорт мастерĕ, йĕлтĕрпе чупас енĕпе 11 хут тĕнче чемпионĕ Наталья Кузьмина ирттерет.

«Кукшумка» пĕрлешÿри хастарсен тĕллевĕ нумай. Çывăх вăхăтра библиотекăпа юнашар вырнаçнă юман ращине йĕркене кĕртесшĕн. Çак ĕçе ку тăрăхра пурăнакансем те хутшăнасса шанаççĕ.