Канаш районĕнче иккĕмĕш ĕмĕр тапса тăракан çăлкуçа йĕркене кĕртнĕ

Пĕр ĕмĕр каялла тапса тухнă çăлкуç паян та таврари халăха хăйĕн сиплĕ вăйĕпе савăнтарать. Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕнче шыва кĕрсе тасалмалли çĕнĕ купель уçрĕç.

Алексей Енейкин, Юрий Васильев

Вăтапуç ялĕ Вăта юханшывĕ хĕрринчи сăртлă вырăнта никĕсленнĕ. Пĕтĕмпе 600 ытла хуçалăх, пин ытла çын пурăнать. Кунти паллă çăлкуç вара иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тапма пуçланă, теççĕ ял-йышра.

Çуллахи вăхăтра кунти çемçе те тăрă шыв уй-хирте ĕçлекен çĕршер çынна усă кӳнĕ. Хăяр-помидор тăварланă чухне те пурте çак таса çăлкуçран ăсса тăнă. Пăрçа яшки пĕçерме вара кунта шыв илме çывăхри ялсенчен кĕвенте йăтса килекенсем те пулнă.

Çăлкуçа çур ĕмĕр ытла кунта пурăннă Анатолий Тарасов пăхса тăнă. Хăйсен пахчи çумĕнчех пулнăран шыв таврашне яланах çӳп-çапран тасатнă. Сăрта ишĕлме парас мар тесе ашшĕ-амăшĕ лартса хăварнă йывăçсене пысăк тимлĕх уйăрнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, яла шыв кĕртсен, кунта пурăнакансем çăлкуçпа сахалрах усă курма пуçланă. Иртнĕ çулсенче вара вăл халăха тепĕр хут хăй çинчен аса илтернĕ. Кунти пуçаруллă çынсем сăваплă вырăна пĕтме парас мар тесе пысăках мар купель тума шутланă. Кĕске вăхăтрах халăх пулăшнипе çак йывăç çурта пураласа лартнă.

Тарават ял-йыша пĕрлештерсе туслă пурăнма пулăшакан çăла пачăшкă кĕлĕ туса, Тур шывĕ сапса тасатрĕ. Халăха малашне те ырăпа пурăнма сунса уявпа саламларĕ. Çак таса вырăн кунта килекен кашни çынна савăнăç кӳтĕр, терĕ.