Елчĕк районĕнче шкулти баскетбол ушкăнĕсем тупăшрĕç

Елчĕкре çамрăк баскетболистсем районта мала тухассишĕн тупăшрĕç. Çул-йĕрпе патруль службин инспекторне Андрей Маркова асăнса ăна 7-мĕш хут йĕркелерĕç.

Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин

Ăмăртусен малтанхи тапхăрне каччăсен 16 тата хĕрсен 10 ушкăнĕ хутшăннă. Вĕсенчен 8 команда финала тухнă. Андрей Марков милици лейтенанчĕ Патреккелте çуралса ÿснĕ, çав шкултах вĕреннĕ. Йĕрке хуралçи служба тивĕçне пурнăçланă чухне сарăмсăр вилнĕ. Унăн ырă ятне тăван ялта тата районта упрас тĕллевпех асăннă ăмăртусене ирттереççĕ.

Йĕркелÿçĕсем, республикăри баскетбол федерацийĕпе калаçса татăлса, вăйăсен вăхăтне кĕскетнĕ. Çакă ăмăртусене кăсăклăрах тума пулăшнă. Малтанах чи вăйлисене хĕрсем хушшинче палăртрĕç. Пĕлтĕр виççĕмĕш вырăнта пулнă патреккелсем кăçал кăтартăва тата лайăхлатас тĕллевлĕ пулчĕç. Турнирта вĕсем Кивĕ Эйпеçри тата Аслă Елчĕкри шкулсен ушкăнĕсене çĕнтерсе финалта Елчĕк командипе вăй виçрĕç. Район центрĕнчи хĕрсем ăстарах пулчĕç. Вĕсен ылтăн, патреккелсен – кĕмĕл.

Каччăсем Елчĕкри „Улăп“ физкультурăпа спорт комплексĕнче тупăшрĕç. Кунта та финалистсенчен пĕри Патреккел ушкăнĕ пулчĕ. Александр Адюков вĕренекенĕсем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Таяпаэнтрисем – иккĕмĕш. Тĕп Кубока вара, хĕрсем пекех, Елчĕк шкулĕнчи каччăсем çĕнсе илчĕç. Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе уйрăм вылякансене те палăртрĕç. „Чи лайăххи“ ят парса Елчĕкри Руслан Албутовпа Анна Кузьминана чысларĕç. Ятарлă парнепе Андрей Марковăн 6 çулти хĕрне Валерияна хавхалантарчĕç. Вăл çулталăк тăршшĕпех „Чебоксарские ястребы“ ушкăн вăййисене тÿлевсĕр курма пултарĕ.