Ĕпхÿре Атăл тăрăхĕнчи шыравçăсен слечĕ иртнĕ

Çĕнтерÿпе мар пулин те, паха опытпа тата тулли кăмăлпа таврăннă. Пушкăртстан тĕп хулинче Атăл тăрăхĕнчи шырав отрячĕсен слечĕ иртнĕ.

Леонид Петров, Екатерина Фомина, Михаил Солин

Слета Раççей президенчĕн Атăл тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ регионти 300 ытла шыравçă хутшăннă. Пирĕн республикăран - Чăваш патшалăх тата педагогика университечĕсенчи икĕ ушкăн. Пухăннисем хайсен ĕç-хĕлĕпе тата тупнă япаласен куравĕпе паллаштарнă.

Капсула ăшне ята, ăçтан пулнине çырса хуни вилĕме çывхартать тенине ĕненсе, вăрçăра унпа нумай салтак усă курман. Унсăр пуçне вăл вăхăтра çар çыннисене шута илессине те кирлĕ пек йĕркелемен. Шыравçăсен ĕçне пула кăна хыпарсăр çухалнисен шучĕ сахалланса пырать.

Çак ĕçре тĕрлĕ регионти шыравçăсемпе тачă çыхăну тытни пулăшать. Раççейĕпе 5 çулта хыпарсăр çухалнă 92 пин салтака тупнă. Вĕсене пурне те çар йĕркипе чыслăн пытарнă.

Слетра тĕрлĕ тупăшу пулнă. Шыравçăсем ăсталăхне кăтартнипе пĕрлех, истори пĕлĕвĕнче ăмăртнă.

Пухăннисем çавăн пекех шыравçăсен юхăмне аталантарассипе, çамрăксене патриотла воспитани парассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Пĕтĕмлетÿ тăрăх слетăн тĕп парнине Оренбург облаçĕн ушкăнĕ çĕнсе илнĕ. Чăваш Ен команди 5-мĕш вырăнта.