Патăрьелте экологи çулталăкне халалласа йывăçсем лартрĕç

Патăрьеле пырса кĕрсенех, чиркÿ çумĕнче, район 90 çул тултарнине халалласа Ырăлăх аллейи уçăлчĕ. Раççейри экологи çулталăкĕнче сăваплă ĕçе пуçарса пурнăçа кĕртме „РусГидро“ энергохолдинга кĕрекен Чăваш Енри уйрăмĕ пулăшрĕ. Ял çыннисемпе шкул ачисем йывăç лартма хаваспах тухрĕç.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Патăрьеле çитнĕ çĕре йĕпхÿ пĕрĕхме пуçларĕ, анчах эпир йывăç лартма пуçтарăннисем хушшинче ÿкĕнĕçлĕ сăн курмарăмăр. „Çумăрта хунав пушшех лайăх тымар ярĕ“, - терĕç сăваплă ĕç тума тухнисем.

Акцие ахальтен мар „Мăнукупа пĕрле йывăç ларт та ăна пăхса ÿстер“ тесе ят панă. Çакă хăех пуçăннă ĕç ĕмĕрлĕх пулни, пиртен çĕнĕ ăру валли юлни çинчен калать. Паллах лартнă хунавсене пĕрле пăхса ÿстерме тăрăшулăх çитерсен. Ку хура тăпраллă тăрăхра хыр-чăрăш çитĕнтерме уйрăмах кăткăс. 250 лăсăллă тата çулçăллă йывăç лартса хăварчĕç патăрьелсем. Пирвайхи хунавсене йăлана пăхăнса йĕркелÿçĕсем лартрĕç, вĕсем хыççăн - 1-мĕш шкул ачисемпе вĕсен аслашшĕ-асламăшĕ.

Чăваш Енри электроэнергипе тивĕçтерекен компанин пуçлăхĕ Александр Федоров каласа панă тăрăх, ку – вĕсем республикăра пурнăçа кĕртекен 10-мĕш ырă пулăм. „РусГидро“ ĕçченĕсем экологипе çыхăннă ыркăмăллăх ĕçĕсем туса ирттерессине тĕпе хураççĕ, чи малтан электроэнергишĕн вăхăтра тÿрĕ кăмăлпа тÿлесе пыракансем патне çитме тăрăшаççĕ. Патăрьелсене ача çуратмалли çурта реанимаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерни, Шăнкăртамра Туслăх аллейи уçни Юхмаенсем шăпах республикăра чи яваплисен шутне кĕнине çирĕплетет. Çывăх вăхăтра Сĕнтĕрвăрри районĕнче çăлкуçа илемпе хăтлăх кĕртме пулăшĕç.

Лартнă хунавсем халех куçа савăнтараççĕ. Малашне Ырăлăх паркĕ ял çыннисемшĕн чи илемлĕ кану вырăнĕсенчен пĕри пулĕ.