Муркашра Платон Давыдов парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ

«Ударник» тесен, Совет тапхăрĕнче сăмах Муркаш районĕнчи Платон Давыдов ертсе пыракан хуçалăх пирки пынине Чăваш Ен анчах мар, çĕршыв пĕлнĕ. Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕн опычĕпе паллашма инçетрен килсе çÿренĕ. Платон Павлович пиртен уйрăлса кайнăранпа пилĕк çул иртрĕ ĕнтĕ. Ачисем, район администрацийĕ тăрăшнипе Платон Давыдов ячĕпе Муркашра çулсерен волейбол турнирĕ йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл тăваттăмĕш хут иртрĕ.

Марина Карягина, Иван Макеев

Пурăннă пулсан, Платон Давыдов кăçал 70 çулне паллă тумаллаччĕ. Питĕ шел, больницăра юлашки сывлăшĕ тухиччен аллинчен телефон ямасăр хуçалăх ыйтăвĕсене татса парассишĕн çуннă ертÿçĕн чĕри пилĕк çул каялла тапма чарăннă. Александр ывăлĕпе Людмила хĕрĕ ашшĕн ырă ятне çитĕнекен ăру та тĕслĕх вырăнне хутăр тесе тимлеççĕ. Çулсерен ялхуçалăх ĕçченĕсен кунĕ тĕлне волейбол турнирĕ йĕркелесе ирттернисĕр пуçне, ашшĕн çавра çулне халалласа кăçал кĕнеке кăларнă. Пĕрле ĕçленĕ тусĕсемпе пĕлĕшĕсем те – ун ĕçне малалла тăсакансем.

Кăçалхи ăмăрту нихçанхинчен вĕри иртрĕ, Муркаша 16 команда килсе çитрĕ. Çапла район шайĕнчи турнир Атăлçи шайне хăпарчĕ. Чăваш Ен командисемсĕр пуçне тупăшăва Чулхула, Йошкар-Ола, Хусан, Киров, Чĕмпĕр тăрăхĕсенчен хăнасем хутшăнчĕç. Ытти çулсенче „Сывлăх“ физкультурăпа спорт комплексĕпе район центрĕнчи шкулта кăна вылянă пулсан, хальхинче харăсах тăватă спорт залĕнче вăй виçрĕç.

Турнир парнисем нумайăшне тивĕçрĕç. Кÿршĕ республикăсемпе облаçсенчен те вăйлă командăсем пулчĕç пулин те, тĕп Кубок хамăр республикăрах юлчĕ.