Сентресем çинче паха сĕт кăна пултăр! Çак тĕллевпе Прокуратурăра ĕçлекенсемпе ял хуçалăх надзорĕнчи инспекторсем Элĕк районĕнчи сĕт йышăнмалли пунктсенче пулса курчĕç. Вĕсемпе пĕрле пирĕн корреспондент Леонид Петров çула тухрĕ.
Леонид Петров, Вадим Владимиров
Ирхи 7 сехет çурă. Сĕт йышăнакан предприятие пĕрин хыççăн тепри машинсем килеççĕ. Вĕсем валли алăк уçă, анчах та тĕрĕслекенсене кунта кĕтмеççĕ. Прокуратурăри тата ял хуçалăх надзорĕнчи специалистсем рейдпа килнине пĕлсенех, алăксене питĕрсе лартрĕç. Инспекторсем ăнсăртран килни чĕр тавар йышăнакансене самаях пăлхатрĕ пулас. Пĕр водитель пире курсанах, айккинелле пăрăнчĕ. Тĕрĕслекенсем çитиччен вăл машинне пăрахсах тарчĕ.
Сĕт йышăнакан предприятире тин кăна çын йышлăччĕ. Эпир çитсе кĕрсен йытăсăр пуçне пĕр чуна та асăрхамарăмăр. Машинсем кăна хуçисемсĕр лараççĕ. Кĕçех пĕр çын тупăнчĕ, ĕç вăхăчĕ 8 сехетрен пуçланнине пĕлтерчĕ. Çитменнине, предприятире санитари кунĕ иккен. Анчах та эпир çакăн çинчен калакан пĕр пĕлтерĕве те асăрхамарăмăр. Ларакан машинсен цистернисене те пломбăламан.
Прокуратурăра ĕçлекенсемпе ытти специалистсем сĕт пахалăхне тĕрĕслес тĕллевпе унччен тепĕр предприятире пулнă, йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупнă. Сĕт йышăнакан пунктăн заведующине 10 пин тенкĕлĕх штрафланă. Ку çеç те мар. Рейдсем вăхăтĕнче тăтăшах чĕр таварăн ветеринари справки е свидетельстви çуккине асăрхаççĕ.
Ку адреспа инспекторсен пĕрре мар килме тивĕ. Вĕсем хушма тĕрĕслев ирттерме шантарчĕç. Рейд вăхăтĕнче çавăн пекех сĕт турттаракан мĕн пур цистернăллă машина тимлĕх уйăрчĕç.