Кÿкеç поселокĕнчи пĕр çурта иккĕмĕш çул никам та пăхса тăмасть

Унта электрик е сантехник юлашки хут хăçан пулнине те астумаççĕ. Çитменнине ăшă та çук. Кÿкеç поселокĕнчи Первомайски урамĕнчи 20-мĕш çуртра çавăн пек нушаллă пурăнаççĕ. Мĕне пула лару-тăру япăхса кайнă тата хăçан лайăхланасса кĕтме пулать? Ку кăткăс ыйтусене Леонид Петров корреспондент уçăмлатма тăрăшрĕ.

Леонид Петров, Никита Углев


Ку 5 хутлă çурта 1980 çулта хута янă. 147 пÿлĕм-хваттерте 245 çын пурăнать. Кунта пурăнакансем темшĕн пирĕнпе калаçма вăтанчĕç, камерăна курсанах тарса çухалчĕç. 1-мĕш хутри Надежда Бармакова кăна чунĕ кÿтсе çитнине пытармарĕ.


2 çул каялла ку çурта пăхса тăракан компани пулнă-ха. Анчах килĕшÿ вăхăчĕ тухсан ăна малалла тăсма килĕшмен. Ыттисем вара конкурс ирттерсен те аукциона хутшăнман. Çакă çуртра пурăнакансен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн парăм пухăнса кайнипе çыхăннă. Паянхи куна вăл 300 пин тенкĕпе танлашать. Çакна пире Республикăри çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков пĕлтерчĕ. Çуртра лару-тăру питĕ кăткăс. Укçа-тенке парăмçăсенчен унчченхи управляющи компани халĕ те шыраса илеймен.

Халĕ электроэнергишĕн тата шывшăн тÿлемелли квитанцисем уйрăм. Çавăн пекех тĕп юсавшăн укçа куçармалла. Ку çуртра вара кам кăна пурăнмасть пулĕ.

Кунта чĕнмен хăнасене кăмăл туманнине хамăр та кĕçех ĕнентĕмĕр. Интервью илнĕ вăхăтрах пĕр ÿсĕр хĕрарăм видеокамерăна çапса ÿкерчĕ.

Николай Максимов пĕр пÿлĕмре 2 ачипе тата мăшăрĕпе пурăнать. Вĕсен те лару-тăру ыттисен пекех. Сивĕ тата нÿрĕ пулнăран стенасем кăвакарма тытăннă.

Лару-тăрăва уçăмлатас тесе эпир Шупашкар район администрацине çул тытрăмăр. Анчах та пĕр тÿре-шара та калаçма килĕшмерĕ. Чи кăсăкли, пире вахтăран та ирттерсе ямарĕç. Кун пеккипе хамăр ĕçре эпир пĕрремĕш хут тĕл пултăмăр.

Чăваш Ен ертÿçин администрацине шăнкăравласан тин хăшпĕр алăксем уçăлчĕç.
Республикăри çурт-йĕр инспекцийĕнче пĕлтернĕ тăрах, общежитие çывăх вăхăтра ăшă памалла. Çурта пăхса тăракан Управлющи компанипе те пулăшма шантарчĕç.