Республикăра çулсене хĕлле пăхса тăма хатĕрленеççĕ

Хальхи тĕп тĕллевсенчен пĕри – хăйăрпа тăвар хутăшĕ çителĕклĕ турттарса килесси тата ятарлă техникăна йĕркене кĕртесси. Çак уйăхăн 15-мĕшĕнчен çулсене пăхса тăракан мĕн пур организаци хĕллехи пек ĕçлеме тытăнĕ.

Владимир Тимофеев, Сергей Янин, Вадим Владимиров

Хĕл яланах кĕтмен çĕртен ларать. Çавăнпа çур çула яхăн пыракан юрлă-пăрлă тапхăра яваплă хатĕрленмелле. Çакă хăрушсăрлах ыйтăвĕпе тÿрремĕн çыхăннă. Хĕлле республикăри çулсене 5 пĕрлешÿ пăхса тăрĕ. Вĕсемпе патшалăх килĕшĕвĕ алă пуснă. Подрядчиксем мĕнле хатĕрленнине „Чувашупрдор“ асăрхаса тарать. Пĕрлешÿ директорĕ Владимир Доброхотов сăмахĕпе, республикипе пĕтĕмпе 110 техника тăрăшĕ. Çак уйăхăн 15-мĕшĕнчен подрядчиксем талăкĕпе дежурство тăрĕç.

Ятарлă техникăна юсанипе пĕрлех пăрлак çулсене сапмалли хутăш çителĕклĕ хатĕрлемелле. Ку тĕлĕшпе халĕ Çĕрпÿ районĕнчи „Воддорстрой“ пĕрлешÿре хĕрÿ ĕç пырать.

Предприяти директорĕ шантарнă тăрăх, ку ĕçе çак кунсенче вĕçлемелле. Чăваш Енре пĕтĕмпе 100 пин тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ кирлĕ пулать. Реагент пахалăхне лабораторие тĕрĕслесех тăраççĕ. „Воддорстрой“ пĕрлешÿре пăр ирĕлтермелли хутăш саппасĕ çителĕклĕ. Пĕтĕмпе 50 ытла техника пур.

Çул çинчи йывăр лару-тăрăва хăвăртрах пĕтерме мĕн пур техникăна ГЛОНАСС тытăмĕпе çыхăнтарнă. Диспетчерсем машин ăçта пулнине, мĕн ĕçленине тÿрех асăрхаççĕ. Иртнĕ çулти опыта тĕпе хурса уйрăмах авари пулакан çулсене тимлĕх уйăрĕç.