Канаш районĕнче авалхи чĕрчун юлашкисене тупнă

Канашри краеведени музейĕ çĕнĕ экспонатпа – мамонтăн асав шăлĕсемпе пуянланчĕ. Вĕсем унта хальтерех çеç вырăн тупнă. Тĕлĕнтермĕше ăçтан илсе килнине, кам парнеленине сюжетра каласа кăтартăпăр.

Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин


Темиçе ĕмĕр каялла пурăннă чĕр чунăн асав шăлĕсене Геннадий Петров иртнĕ уйăхра Кĕлтеçулĕ ялĕ çывăхĕнче чавса кăларнă. Çак вырăнта монохуласене аталантармалли федераци программипе килĕшÿллĕн шыв тасатмалли хатĕрсем тума пуçланă. Шăпах çĕр ĕçĕсене ирттернĕ чухне метр çурă тарăнăшĕнче Геннадий Васильевич машинист тĕлĕнтермĕш япалана асăрханă.

Тупнă япала пирки рабочисем тÿрех Канашри таврапĕлÿ музейне пĕлтернĕ. Унтан нумай кĕттермен – специалистсем çав кунах вырăна çитсе тĕпченĕ, мамонт шалĕсене музея илсе çитернĕ.

Палеонтологсен шучĕпе мамонтсем пĕр 10 пин çул каялла вилсе пĕтнĕ. Вĕсем чăваш çĕрĕ çинче те пурăнма пултарнине халĕ çак экспонатсем çирĕплетеççĕ. Сăмахран, мамонт шăлĕсене, шăмми-шаккине кунта унччен те тĕрлĕ çулсенче тупнă. Вĕсене халĕ музейра тирпейлĕн упраççĕ. Геннадий Петров чавса кăларнă япаласем те палеонтологи залĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç. Малтан асав шăлсене Археологи институчĕн эксперчĕсем тĕпчесе хак парĕç. Ун чухне çеç вĕсем мамонтăн пулнине, çĕр айĕнче мĕн вăхăт выртнине çирĕплетме пулать.

Căмах май, пĕлтĕр ĕлĕкхи чĕр чун шăлĕсене Тăвайри Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче тупнăччĕ. Вĕсем те халĕ вырăнти таврапĕлÿ музейĕнче упранаççĕ.