Правительство çуртне паттăрла ĕç тунă ачасем пуçтарăнчĕç

Йывăр самантра вĕсем çухалса кайман, ыттисене пулăшма васканă. Республика Пуçлăхĕ çынсен пурнăçне çăлса хăварнă шкул ачисемпе тĕл пулчĕ. Правительство çуртне çамрăк паттăрсем, ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенĕсем пуçтарăнчĕç.

Надежда Александрова, Зинаида Паршагина, Павел Иритков

Çак хăюллă ачасенчен чи кĕçĕнни - 10 çулта, чи асли вара кăçал шкул вĕренсе пĕтерет. Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчен Шупашкара пысăк ушкăнпа çитнĕ. Владимир Прокопьев, Яков Макаров, Сергей Иванов тата Григорий Ильин пушар вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнă. Çунакан çуртран вĕсем 8 çулти арçын ачана илсе тухнă. Комсомольски районĕнчи Асанкасси шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекен Дима Степанов вара пĕччен пурăнакан пенсионера çăлма пулăшнă.

Хастар ачасем вут-çулăмран анчах мар, тарăн шывран та хăрамаççĕ. Тĕл пулăва хутшăнакансенчен чи çамрăкки - Улатăрти Денис Ведяшов. Вăл 9 çулта чухне шывран 6 çулти ачана туртса кăларнă. Хăйĕн юлташне путасран çăлма Тăвай районĕнчи Тĕмер шкулĕнчи 5 -мĕш класра вĕренекен Сергей Юзуков та пĕр шикленмесĕр ыткăннă.

Кирилл Блинов Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет. Çулталăк каялла вăл пĕвере инкеке лекнĕ 2 хĕрачана çăлнă. Вĕсен ашшĕ 12 çулти хĕрне çăлма тăрса хăй путса вилнĕ. 7 çулти катамаран çинче юлнă. Кирилл хĕрача кăшкăрнине илтнĕ. Нумай шутласа тăмасăр пулăшма васканă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Кирилл Блинова «Вилекенсене çăлнăшăн» медальпе наградăлани çинчен Указ алă пуснă. Михаил Игнатьев пурне те алла çыхмалли сехетсем парнелерĕ. Ачасем çавăн пекех Правительство çуртĕнче асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕç.