Çĕнĕ Шупашкарта каратистсем тупăшрĕç

Тĕнчери каратэ конфедерацийĕнчи хастарсем Çĕнĕ Шупашкарта тупăшса хăйсен ăсталăхне туптарĕç. Химиксен хулинче çак спорт енĕпе уçă чемпионат иртрĕ.

Леонид Петров, Вячеслав Ильин

Ăмăртăва хутшăнакансен шучĕпе тупăшу республика шайĕнчен те иртсе кайрĕ. Унта Чăваш Енри, çавăн пекех кÿршĕллĕ регионсенчен килнĕ каратистсем вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Ăмăртăва пурĕ 600 яхăн атлет хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче Тутарстанри Пăва хулинчи „Сапсан“ ушкăн. Хальхинче вĕсем Чĕмпĕр облаçĕн фудокан каратэ федерацийĕн чысне хÿтĕлерĕç. Пурĕ 6 ылтăн, 1 кĕмĕл тата 5 бронза медаль çĕнсе илчĕç. Наградăсен ытларах пайне вара Чăваш Енри WKC карате федерацийĕн спортсменĕсем тивĕçрĕç.