Тĕмсенчен пуçласа çутă юписем таранах шута илеççĕ

Раççейре нумай хваттерлĕ çуртсен таврашĕнчи объектсене инвентаризаци тăваççĕ. Кăтартусене çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмне кĕртĕç. Вĕсене тишкерсе çитес çул хăш лаптăка чи малтан тирпейлемеллине палăртĕç. Республикăра та инвентаризаци пуçланнă.

Оксана Баскакова, Никита Углев

Çак ĕçе хула администрацийĕнчи специалистсем, управляющи компанипе ТОСсен председателĕсем тата микрорайонта пурăнакансем хутшăнаççĕ. Ушкăн нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕнчи вылямалли лаптăкри мĕн пур хатĕре, кашни йывăç-тĕме, саккине, çутă юписене шута илет. Çавăн пекех сăн ӳкерсе çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмне вырнаçтарать. Раççей строительство министерстви инвентаризаци ирттерме телефонсемпе планшетсем валли ятарлă хушăм хатĕрленĕ.

Хуласене хăтлăх кĕртмелли федераци программипе Шупашкарти Ленин районĕнче кăçал нумай хваттерлĕ 6 çурт картишне тирпейлемелле. Ĕçсене тума 42 миллион тенкĕ уйăрнă. Çитес çулхи юсав калăпăшне палăртма инвентаризаци пулăшĕ. Çавăн пекех çуртсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне те шута илĕç. Вĕсен çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмне кĕрсе вăл е ку картише юсассишĕн сасăламалла. Шупашкарта инвентаризаци çак эрнере вĕçленет.